Тăхăр пăнчă çавракăшĕн центрĕ
Тăхăр пăнчă çавракăшĕн центрĕ — виçкĕтеслĕхĕн чаплă пăнчисенчен пĕри. Ăна час-часах символпа паллă тăваççĕ.
Тăхăр пăнчă çавракăшĕ, е Эйлер çавракăшĕ çакнашкал пăнчăсем витĕр иртет — виçкĕтеслĕх енĕсен варрисем, виçкĕтеслĕх çӳллĕшĕсен никĕсĕсем тата ортоцентра виçкĕтеслĕхĕн тăррисемпе çыхăнтаракан татăксен варрисем. Кунашкал çавракăшăн центрне Кларк Кимберлингăн «Виçкĕтеслĕх центрĕсен энциклопедийĕнче» X(5) пек паллă тунă[1][2].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Kimberling, 1994, с. 163–187
- ^ Encyclopedia of Triangle Centers, accessed 2014-10-23.