Пăлхари
Пăлхари е Тăнайçи Пăлхарĕ (полх. Република България), — Европăн Балкан çурутравĕнче вырнаçнă патшалăх.
Република България Пăлхари | |||||
| |||||
![]() | |||||
Патшалăх чĕлхисем | полхар чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | София | ||||
Чи пысăк хула | София | ||||
Президент | Румен Радев | ||||
Премьер-министр | Бойко Борисов | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
102 вырăнта 110 910 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2000) - Йышлăхĕ |
88 вырăнта 7 707 495 69,5/км² | ||||
Валюта ячĕ | Лев | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +02 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Пăлхари Республикин гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .bg | ||||
Тел. префиксĕ | 359 |
Тăнайçи Пăлхарĕпе юнашар Греци, Турци, Сăрп, Хурату, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăрршĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет.
Кун-çулĕТӳрлет
1230 çулхи пушăн 9-мĕшĕнче Клокотница çывăхĕнче пăлхарсемпе эпирсем çапăçнă, ун хыççăн Балкан çурутравĕнче Пăлхари патшалăхĕ чи вăйлисен шутне кĕме пуçланă.
1885 çулхи чӳкĕн 14-28 хушшинче Болгари Сербипе вăрçăнса кайнă. Ку вăрçă хыççăн Пăлхари пĕрлешме май тупнине ытти патшалăхсем ĕнене пуçланă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Болгари икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Ку икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи туркăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.
ПайланăвĕТӳрлет
Пăлхари пурĕ 28 облаçе пайланать.
Пăлхари уявĕсемТӳрлет
- Кăрлач, 1 — Çĕнĕ çул уявĕ.
- Нарăс, 14 — Трифон Зарезан (иçĕм тăвакансен уявĕ)
- Пуш, 1 — Çуркунне уявĕ (Çуркунне çитнине паллă тăваççĕ)
- Пуш, 3 — Пăлхарине Осман пусмăрĕнчен кăларнă кун.
- Пуш, 8 — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ.
- Çу, 6 — Сăваплă Георгий кунĕ (Пăлхари çăрĕн кунĕ)
- Çу, 24 — Пăлхари культурипе славян çырулăхĕн кунĕ (Сăваплă Кириллпе Мефодий кунĕ)
- Çĕртме, 2 — Ботев кунĕ.
- Авăн, 6 — Пăлхарине пĕрлештернин кунĕ.
- Авăн, 22 — Пăхăнмалăх кунĕ.
- Юпа, 8 — Студентсен кунĕ.
- Раштав, 6 — Пăлхари конституциĕн кунĕ.
Пăлхари хулисемТӳрлет
Полхарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕ те 340 пин ытларах çын çеç пурăнать. Çавăн пекех пысăк хуласен шутĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хулисене асăнма пулать.
Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăну вырăнĕ шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.
Çав. пекехТӳрлет
- Апас сали — Пăлхарири авалхи пурăнан вырăн.
ВуламаллиТӳрлет
КурмаллиТӳрлет
- "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ӗнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Тăнайçи Пăлхарĕ.
Ашмарин, "Древние болгары", Казань, 1903.
КаçăсемТӳрлет
- Essential History of Bulgaria in Seven Pages
- Antarctic Place-names Commission of Bulgaria
- Сайт президента
- Карта Болгарии(акăлч.)
- Пăлхари DMOZ-ра
- Bulgaria (акăлч.). çăлкуçран архивланă 16 Юпа уйăхĕн 2008. at UCB Libraries GovPubs
- Викисклад: Атлас: Пăлхари
- Газеты пишут о демографических проблемах Болгарии