Сӳтсе явасси:Шанчăк, Сунăм, Юрату

Юлашки сообщени: 2 года назад Ellodanis5 ҫырнӑ

Ячӗ тӳрлет

[1]https://corpus.chv.su/kusaru/38876.html - Чӑвашла Библире «ӗненӳ, шанчӑк, юрату». Ҫапла пулмалла та. Мӗн тума ҫӗнннине шутласа кӑлармалла? Эсир хӑвӑр валли ҫыратӑр, е халӑх валли? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:51, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 (UTC)Хуравла

Тавтапуç çÿтсе явнă çĕре хутшăннăшăн. Анчах та «халăхпа» хăратма кирлĕ мар. Сан «халăху» тахçанах вырăс чĕлхине «суйласа илнĕ». --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:57, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 (UTC)Хуравла
Ева Лисина апла тахҫанах вырӑсланнӑскер-им? Ара 100%-пех ку сӑмахмайлашӑвне «Ӗненӳ, шанчӑк, юрату» тесе куҫарӗ! 0,1% ҫеҫ, хӑйтӗллӗн, хӑйне ҫеҫ ӑслӑ тесе, ҫӗнни шутласа кӑларса ларӗ. Енчен те халӑх ӑнланаймасть пулсассӑн ҫырнине ма вулӗ вӑл? Вулама е хӑвӑра кӑтартма ӗҫлетӗр? Эсир кӑна мар вӗт «вырӑс чӗлхине суйламанскер». Ыттисем те пур. Чӑн та ҫак проекта ҫавнашкал пӑссни ман кӑмӑла хуҫать.
Эп статьясем ҫырмалла мар теместӗп, анчах та вӗсене вуланмалла ҫырмалла. Е эп те «тахҫанах вырӑс чӗлхине суйласа илнӗскерсен» йышӗнче? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:08, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 (UTC)Хуравла
Википеди — Библи мар. Чăннипе каласан, пирĕн алăра та чăвашал Библи çук темелле. Кашничех чăвашла Библипе тĕрĕслесе-майлаштарса тăраймастăр. Сÿтсе явассине шăпах çавăнпа шутласа кăларнă та. Хамăртан туртса кăларни кунта ним те çук. Пурте сăмахсарсенче пур. Анчах та тепĕр чухне хамартан та туртса кăларма тивет. Унсăрăн май та çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:25, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 (UTC)Хуравла
Ара, сан статйуна пырса пăсман вĕт. Ку — çĕнĕрен пуçласа çырнă статья. Унччен кунашкал статья пулман. Вара халь çĕнĕ статья пуçлакана çапла хĕнемелле-и? Сÿтсе явассине эп нихçан та хирĕç мар. Ку статья — темле шутсăр пысăк пĕлтерешлĕскер мар. Ун пирки калаçмалăх çук. Вĕт-шакăр япала çеç. Грек, латтынь чĕлхисенчи пĕлтерĕшсене кĕрсе кайса чакаланма пулать. Анчах халлĕхе питех аппаланас килмест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:19, 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2022 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Шанчăк, Сунăм, Юрату».