Сӳтсе явасси:Чиркӳ
Чиркÿ ятлă статьяра çакă пулнă.... Хăш ял çинчен çырнă пĕлместĕп... Тĕпчемелле... --¤ Chavash ¤ 14:01, 26 çу 2008 (UTC)
Пирĕн ялта малтанхи йывăç чиркÿне 1761 çулта, масар вырăнĕнче, Богоявленский чиркÿ уяв ячĕпе лартнă. Пĕренисене пирĕн тăрăхри вăрмансенчен каснă.
Чиркÿн 7 чан пулнă. Чи пысăкки 128 пăт ытларах тайнă. Ирĕлтерессе вĕсене Саратов хулинче – Каменевпа Рудаков хуçасен завочĕсенче ирĕлтернĕ. Чансене ятарласа вăрăм тĕнĕллĕ урапапа турттарса килнĕ. Çулсем итртнĕ май, 1868 çулта, ку чиркÿне юсаса çĕнетнĕ, никĕсне кирпĕчрен тунă.
Чиркĕве ял çыннисем сайра-хутра çеç кайнă. Вырăсла пĕлмен чăвашсем кĕлĕ сăмахĕсене ăнланман тата вĕсен укçи- тенки те питĕ хĕсĕк пулнă. Пĕр çурта ун чухне пĕр пус тăнă. Ку вăл 10 çамарта хакĕ пулнă. Пĕр пачăшкă кирпĕч чиркÿн историне çырнă чухне çакăн пек йĕркесем хăварнă: « Чăвашсем чиркĕве çÿремеççĕ, хăшĕсем хăйсен ĕмринче виçĕ хутчен çеç пулаççĕ- ят хывнă чухне, авланнă чухне тата вилсен».
Чиркӳ страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Чиркӳ» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.