Сӳтсе явасси:Чăваш Енри Етĕрне районĕн ял-хулисем

ачасем, чур! ман çак шухăш çуралнă: Чăваш Енри xxx районĕн ял-хулисем текен статьясенче таблица çырас, та унта чăвашла, вырăсла тата акăлчанла ятсене çырмалла. Мĕншĕн тесен? Шел пулин те, пур "официаллă" çăлкуçсенче вырăс ячĕ кăна тăрать. Ют çĕршыври - акăлчанла. "Шырасси" урлă вара, вырăс ятне çăмăл тупма пулать, вара тӳррен чăваш статьине тупма пулать. Çакăнпа чăваш википедийĕ энциклопедисен чи пĕлтерĕшлĕ функцийĕсен пĕрине пурнăçлать: информацине тупнине пулăшасси. Мĕнле шутлатăр? --Chavash 20:28, 16 юпа 2007 (UTC)

Эпĕ ăна хам сайт çинче тума пуçласа. Унта вырăнлăрах. Кунта эпĕ чăвашла списока кăна вырнаçтарса. PCode 07:09, 17 юпа 2007 (UTC)
Интервикисемпе те ытларах ус курмалла, ман шутпа. Viktor 12:23, 17 юпа 2007 (UTC)
Чăваш Ен район карттисене хатĕрлемелле те кĕртмелле. Элĕк районĕпе хам аппаланса пăхăп, фотошоппа эпĕ сахал ĕçлесеччĕ. Çав викири тата вырăсла карттă çинче пур ялĕ те çук. Viktor 12:32, 17 юпа 2007 (UTC)
Каçăна кăтартма манса кайнă (кунта). Чăвашлатнă карттăсене эпĕ хам темиçе район валли хатĕрлесе. Тĕслĕхрен, Куславкка районĕ валли. PCode 15:05, 17 юпа 2007 (UTC)
Ну юрĕ, тĕрĕс калатăр, ачасем! Чăваш википединче чăвашла пултăр. Анчах икĕ чĕлхеллĕ список çине каçăна вырнаçтармалла. Танлаштаракансем валли. Интервики лайăх пулин те, ялсем валли вĕсем çителĕксĕр. Вырăс википединче кашни чăваш ялĕ çинчен çырма май памаççĕ пуль. --Chavash 16:42, 17 юпа 2007 (UTC)
Тĕплĕн çырсан никам та кăларса пăрахмасть. Тĕплĕн çырни — ял историйĕ, унти паллă вырăнĕсемпе çыннисене асăнни. PCode 09:49, 18 юпа 2007 (UTC)
Вырăс викинче эпĕ çирĕм ытла пулмалла Элĕк районĕн ялĕсен страницисене (Аликовский район Чувашии) тата ял тăрăхĕсене (12) вырнаçтартăм. Пăхса илме пултаратăн. Акăлчан викинче чăваш ячĕ евĕрлĕ "Tavat" тесе çырнăччĕ, анчах админ мана тӳрлетрĕ, "Tautovo" çине куçарчĕ. Viktor 17:17, 17 юпа 2007 (UTC)
Питĕ чаплă. Калайми чаплă. Тавтапуç! --Chavash 19:45, 17 юпа 2007 (UTC)
PCode, эсĕ тунă (кунти) пек таблицасем урăх районсен ялĕсемшĕн çук-и? --Chavash 19:59, 17 юпа 2007 (UTC)
Вăхăт тупăннă май тăватăп. Пĕр хушă ялсен списокĕсем вырнаçнă сайт ĕçлемесчĕ. Çавна май ку ĕçе пăрахсаччĕ. Халĕ ĕслет пулас — малалла тума пуçлăп. PCode 09:49, 18 юпа 2007 (UTC)

Карттăсем

тӳрлет
 

Паян Канаш районĕн карттине турăм. PCode 08:56, 20 юпа 2007 (UTC)

Ку лайăх. Шрифчĕ те илемлĕ. Viktor 09:06, 20 юпа 2007 (UTC)
Вернуться на страницу «Чăваш Енри Етĕрне районĕн ял-хулисем».