Сӳтсе явасси:Хапав

Ÿкерчĕкри Шухов пашни — ни çурт мар, ни кил-çурт мар, ни çурт-йĕр мар. Анчах та вăл — ХАПАВ. Хапав шутне çавăн пекех кĕперсем, нефтепроводсем, газопроводсем, çул-йĕрсем тата ыттисем кĕреççĕ. Ансăр пĕлтерĕшпе. Анлă пĕлтерешпе хуть те мĕн те (çурттăвăм тытăмĕ) хапав шутланать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:56, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Чăваш чĕлхинче ун пек сăмах çук. Viktor (сӳтсе явни) 12:07, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Тĕрĕс, чăваш чĕлхинче ун пек сăмах çук. Анчах «сооружение» пур. Стройфак студенчĕсем ятарласа çавнашкал терминсене вĕренççĕ. Унашкал факультетра хам вĕренсе курман, анчах пĕлетĕп. Чăвашла мĕнле каламалла? Тен, кам та пулсан хăçан та пулин шыраса тупĕ. Хапав çук, анчах хапа тата хапай пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:14, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Кунта лару-тăру çакăн пек. Хапав вырăнне хапа е хапай теме пулать. Анчах лешсен капла та пĕлтерĕшĕсем питĕ нумай. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:18, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Унашкал терминсемпе кунта пирĕн масон сленгĕ пулса каять. Căмахĕсене урамран илме тăрăшмалла, çынсем ăнланчĕр, калаçчĕр. Viktor (сӳтсе явни) 14:20, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Эп хирĕç-им? Хирĕç мар. Кам лайăхраххине курас тет — шыратăр. Анчах та хапа пур, анчах та хапай та пур (пĕлтерĕшĕсем çывăх). Тата сасăпа пĕтекен япала ячĕсен чылай чухне сасăпа пĕтекен çывăх варианчĕсем пур. Сăмахран, юста — юстав (лаша тĕсĕ), чарша — чаршав (иккĕш те занавес), хавха — хавхав (иккĕш те хыпар), çунка — çункав (стружка, турпас) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:46, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
  • А "урамра илтрĕм" тесе кирек кам та суйма пултарать. Кунта вара тĕслехсене унччен тухнă словарьсенчен илтĕм. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:48, 23 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Вырăсли каймасть

тӳрлет

Тем пекех вырăслине («сооружени») хăварасчĕ. Анчах та каймасть. Çапса пăрахсан та вырнаçасшăн мар. Сăмахĕ вара, чăннипе каласан, питĕ кирлĕ. Яланах тата тăташах. Сайра тĕл пулакан сăмах мар. Тăтăшлăхĕ самаях пысăк. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 01:24, 24 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Строительство (сооружений) = çурт-йĕр тăваслăх/тăвасси/туни, дорожное строительство = çул-йĕр тăваслăх/тăвасси/туни, сооружение = çурт-йĕр, здание = çурт, дом = пӳрт (кил), жилище = кил-çурт. (Будь проще и люди потянутся к тебе.) Viktor (сӳтсе явни) 07:56, 24 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Вернуться на страницу «Хапав».