Сӳтсе явасси:Темтепĕр курни
Юлашки сообщени: 2 года назад «Темтепĕр курса çÿрени» темӑра Viktor ҫырнӑ
Сахалтан та комедилле япаласене «шаркурни» теейместĕн ĕнтĕ. Таçта темле урăхла каланине илтнĕ, халь манса кайнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:29, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Шаркурни инкеклĕ е инкек-евĕрлĕ пулни (çапах та çăланса юлни, ситуацирен чĕррен тухни), мыскара мар. Viktor (сӳтсе явни) 10:55, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Авантюра... Viktor (сӳтсе явни) 11:37, 17 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)
Истори
тӳрлетТĕнче литературинче «Приключения...» тесе пуçланакан хайлавсем купипех. Вĕсенче нумайăшне чăвашла куçарнă. Пурне те куçаруçăсем ак çапла калаççĕ: «... темтепĕр курса çÿренисем... Нихăш хайлава та «шаркурни» тесе куçарман. Ун пекки халиччен пулман. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:48, 17 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Йышăнас пулать, приключение тени курса çÿрени çеç мар. Хăй чăтса ирттерни. Апла-и, капла-и, халиччен «шаркурни» темен. Унашкал пĕр тĕслĕх те çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:48, 17 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Урăх тема çук халь çырмашкăн? Viktor (сӳтсе явни) 10:56, 17 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)
Темтепĕр курса çÿрени
тӳрлетХаличчен яланах темтепĕр курса çÿрени, урăхла каласан, ку вăл процесс. Курса çÿрение тени шухăша анлăлатаь, анчах пурпĕрех вĕçне çитереймест. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:25, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Ик юплĕ термин. Туризм, экскурс (шухăшра), ĕмĕтленни... Viktor (сӳтсе явни) 06:38, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)