Сӳтсе явасси:Раççей империнче пурăнан халăха çырни (1897)
Халăха «çырман», халăха шутланă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:51, 11 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- Çыру çырма пулать, статья çырма пулать, роман, калав çырма пулать, сăвă çырма пулать. Анчах та халăха епле çырмалла? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:53, 11 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- Çырнă çав: халăх-йăх, чĕлхе пĕлни, çул ӳсĕмĕ, тĕне тытни, сослови (професси), пурăнан вырăн. Касура выльăха шутлас пулать — çухаласран. Колхозра ят çыраччĕç утă турама тухсан. Viktor (сӳтсе явни) 23:12, 11 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- «Переписать» тени «писать» тени мар.
- написать заново, иначе ◆ Отсутствует пример употребления (см. рекомендации).
- списать, скопировать ◆ Отсутствует пример употребления (см. рекомендации).
- разг. передать, подарить кому-либо, оформив передачу письменным документом ◆ Отсутствует пример употребления (см. рекомендации).
- разг. записать, зачислить в другой разряд, в другую группу ◆ Отсутствует пример употребления (см. рекомендации).
- внести в список, записать всех, многих, произвести опись всего, многого ◆ Отсутствует пример употребления (см. рекомендации).
«Переписать» тенине калькăласа чăвашла куçарма хăтлансан та ниепле те «çырас» тени пулма пултараймасть. Çак пилĕк пĕлтерĕшрен хуть те хăшне илес пулсан та. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:57, 12 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- Могучи русски языка... Кунта чăвашла шухăшлама тивет пуль. Вырăс грамматикинче предлог чылайăшпех, çавăнпа эпир хамăр валли пĕр пеккине пур чухне те тупма пултараймăпăр. Çырнă сăмах валли тата тепĕр пĕлтерĕш те пур: живопись!? P.S. Шутлани тесен хĕсĕк пулать. Viktor (сӳтсе явни) 07:21, 13 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- «Живопись» тенинче ним интересли те çук. Карччын ăсталассине йăлана кĕнĕ тăрăх «писать» теççĕ, мĕншĕн тесен меслечĕсем тĕрлĕрен. Хуть текст çыратна, хуть карччын çыратна — принципла уйрăмлăхсем çук. алла калем е мелке тытмалла та — ăçта та пулсан çырмалла.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:48, 13 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Раççей империнче пурăнан халăха çырни (1897) страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Раççей империнче пурăнан халăха çырни (1897)» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.