Сӳтсе явасси:Органикăлла мар япалалăх

Юлашки сообщени: 3 года назад «Цитата (вырăсла)» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Паллă ячĕ тăвакан -ла/-ле, -лла/-лле аффиксемпе «кĕрешни» çав тери деструктивлă япала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:39, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

  • Ку уйрăм тĕслĕхе илес пулсан вара, япалалăх е органикăллА е органикăллА мар пулать. Темĕскер варринчи кунта çук. Е апла, е капла. Чăвашла кĕнеке. Çурри вырăсла, çурри вырăсла пулсан, — чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла кĕнеке. Чăвашлă-вырăслă тени вара пачах пулма пултарайман япала. Кунта та çаплах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:39, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Архаика вырăнне такам кĕртсе янă та халĕ чĕлхен конструкцине пăсса пырать çеç. Мина! Кайран чавсана çыртма май пулмасть. Viktor (сӳтсе явни) 18:47, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Теннисла выляма (кунта япала ячĕ мар) япăх тренер патĕнче вĕреннĕ пулсан, кайран тĕрĕс техникăна лартма питĕ йывăр. Viktor (сӳтсе явни) 18:53, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Вăт-вăт, тенислА выляс пулать çав, теннислĂ мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:56, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Çав ла/ле формăпа паллă ячĕ тума ан тăрăшăр! Ыттисене тăвăр. Чăваш чĕлхине япăх пĕлекенсем уйăрса илеймеççĕ çав формăсене. Шкулта миçе сехет вĕрентеççĕ чăваш чĕлхине? Çак темăпа темиçе урок парас пулать. Çăмăлтарах тăвас пулать грамматикăна. Кунта энциклопеди чĕлхи пултăр. Литераторсем, тĕпчевçĕсем etc. çырччĕр (чăвашла çыраççĕ пулсан?). Ахаль çын валли ансатрах кирлĕ. Абстракци мар, продукци пар ăна (Жванецкилле). Поэтика енчен те, варăм сăмах хыçне тепĕр сыпăк çакни янравлăхне чакарать. Viktor (сӳтсе явни) 19:08, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Цитата (вырăсла)

тӳрлет

–ла (–ле, –лла, –лле) I весьма продуктивный аффикс, образует: 1) от именных основ, причастий и инфинитивов на –ма (–ме) – прилагательные и наречия с относительным и уподобительным значением: вырăс «русский» (прил. и сущ.) – вырăсла «русский», «по–русски, как русские»; социализм «социализм» – социализмла «социалистический», «по–социалистически»; вил «умирать», вилес (причастие будущего времени) – вилесле «смертельно, до смерти»; 2) различные семантические группы наречий: а) от основ прилагательных – со значением «в каком–либо виде, состоянии, возрасте», а также временным значением: пушă «пустой» – пушăлла «в пустом виде, порожняком»; çамрăк «молодой» – çамрăкла «в молодом возрасте, молодым»; хĕл «зима» – хĕлле «зимой»; б) от основ существительных – со значением «на каких–либо условиях, в обмен на что–либо»: кĕтев «ожидание» – кĕтевле «в рассрочку»; укçа «деньги» – укçалла «на деньги, за деньги»; в) от основ существительных – со значением «во что–либо (играть)»; футбол «футбол» – футболла «в футбол» Цитата вĕçĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:48, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла

Весьма продуктивный аффикс тесе пĕтĕм бутора сиктермелле мар ĕнтĕ унта.

Аффикс енчен дефицит пулсан, шутласа кăлармалла çĕнĕрен татах. Viktor (сӳтсе явни) 19:11, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Хуть продуктивный те, хуть непродуктивный те, ниме те пĕлтермест, сăмахĕ-аффиксĕ пур, ăна кашни чăвашах пĕлет. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:13, 19 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «Органикăлла мар япалалăх».