Сӳтсе явасси:Никель
Viktor, эс маттури мана тĕлĕнтерет. Эс çак нумай, чаплă çыратăн; йывăр, шкулта чăвашла вĕрентмен (ак тĕслĕх хими) темисем çинчен те!
Ятсене чăвашлатма та тăрăшатăн — чун савăнать. Кунта Никĕль сăмахра ĕ усă курсан, вара çемçĕ палли кирлĕ мар пуль.... (Тӳмен пекех)... Мĕн шутлатăн? Пысăк хисеппе / --Chavash 19:44, 2 пуш 2008 (UTC)
Chavash, саламлатăп. Тĕрлĕ темăсене пуç мимине киввĕне ярас мар тесе тĕкĕнетĕп. Çаплах чăваш чĕлхин хăватлăхне çӳле хăпартас, çивĕчлĕхне туптас шутпа чăвашла куçăратăп. Çак хушăрах эпĕ чăваш никĕсĕн çирĕплĕхĕпе, тымарĕсен иксĕлми сĕткенлĕхĕпе тĕлĕнсе савăнатăп — тем енлĕ шăтăкра та пĕтмест вăл, ытти чĕлхесен çав тери пĕтĕрĕнсе кайнă сăмах çаврăнăшĕсене питĕ меллĕ уçса парать, йывăр кăткăс ĕçсен тĕпне уçăмлă кăтартать. Анчах та чылай сăмахсене куçарма пулмарĕ — ятарлă терминсене (биологи, тĕслĕх) пĕлместĕп. Тĕрĕссипе "Никкĕл" çырмалла, "Никĕл" (çĕкĕл - "çегĕль" илтĕнет) урăхларах пулать. Никĕль тесен хими элеменчĕ пулни паллăрах терĕм. Çемçĕсĕр çырсан, икĕ "к" çырмалла пулĕ. Çирĕп сывлăх сунатăп. Viktor 20:31, 2 пуш 2008 (UTC)
Никель страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Никель» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.