Сӳтсе явасси:Кулăш

Çакнашкал ĕçпе вăхăтне шеллемесĕр аппаланакан çынсем пурри пит савăнтарать. Тахçан чăваш чĕлхи Канашран иртсен пачах кирлĕ мар тесе палкатчĕç. Халь ав Интерет та чăвашла чиперех "калаçать". Маттур!

Кулăш тенĕрен. Ку пая эсир кулăш ăстисем тесе çыравçăсене кĕртме шутланă-и? Е кулăш тенине халăха çитерекен ăстасене те-и? Апла пулсан, ман шутпа, кунта чăвашсен кулăш тата йĕплес енĕпе ĕçлекен артисĕсем те пулмалла. Кам тăвĕ-ши ку пархатарлă ĕçе????????????

Эсир тумасан никам та тăвмĕ :) Статья çинчен каласан — ку вăл энциклопеди, çавăнпа та статья энциклопеди евĕрлĕ пулмалла. Ку статьяра чи паллă кулăш ăстисене илсе кăтартмалла. Ыттисене пĕр катагорине пухмалла. PCode 08:57, 30 пуш 2007 (UTC)
Вернуться на страницу «Кулăш».