Сӳтсе явасси:Имçам

Имçам пĕрле çырмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 20:28, 31 Çурла уйăхĕн 2018 (UTC)

Кунта çапла çырнă та - https://ru.glosbe.com/cv/ru/%D0%B8%D0%BC-%C3%A7%D0%B0%D0%BC Viktor (сӳтсе явни) 21:32, 31 Çурла уйăхĕн 2018 (UTC)
Унта çеç пăхмалла мар. Тата Петĕр Яккусен пире хăй вилес умĕн пиллесе хăварнине асра тытмалла. Правилăсем, 75-мĕш параграф. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:23, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Пĕлтерĕш

тӳрлет

Имçам сăмахăн тĕп пĕлтерешĕ — химикат. Ытти пĕлтерĕшсем пурте çавăнтан тухса тăраççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:26, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Ну ку тĕлĕшпе малашне шутласа пăхса майлаштарма тивет. Халлĕхе каять тейĕпĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:30, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Калăпăр, навус купине ниепле те имçам теме çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:37, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)
Кунта шутласа пăхмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:38, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)
Навоз - тислĕк. Ĕлĕкхи сăмах, ăна хăварас пулать. Viktor (сӳтсе явни) 16:40, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Дефиници/палăртни

тӳрлет

Чĕлхере пĕр пулăма пĕлтерекен темиçе сăмах та пур. Çаплах çав ик-виç сăмахран пĕр сăмахĕ тепĕр япалана палăртать. Çакнашкал тĕслĕхсене асăрханă пулĕ, тетĕп. Уйăрма тăрăшмалла вĕсене. Хутăштармалла мар. Категорилемелле. Унсăрăн уçăмлăх пулмасть. Категорисене тунă чухне эпĕ çавнашкал çыхланса кайнисене уйăратăп. Сурăх кĕтĕвĕ, ĕне касăвĕ уйрăм улăхра çӳреччĕр, темелле. Паллах, çыравçăсем хăйсен сăмах пуянлăхĕпе усă кураççĕ. Пире кунта сăмаха хăйĕн картине вырнаçтарас дисциплинă кирлĕ, çавна тĕрлĕ сферăри терминсем хистеççĕ, кашни валли хăйĕн вырăнне тупас пулать. Апла тумасан, пăтрашăнса кайăпăр, сăмах куписем тавра чупма тивĕ. Никĕсне майлă хурсан, çурчĕ тӳрĕ хăпарĕ. Сăмахсарсем пур ыйтăва та уçса параймаççĕ. Тӳрех революци кирлĕ мар, çынсем епле калаçнă/калаçаççĕ, тĕп формăсенче çавнашкаллисене хăвармалла, ахăртнех урăх çывăх пĕлтерĕшсем валли çĕнĕрен тунă сăмахсемпе усă курмалла. Viktor (сӳтсе явни) 20:05, 2 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Вернуться на страницу «Имçам».