Сӳтсе явасси:Ветке енлĕхĕ
Юлашки сообщени: 9 месяцев назад Ellodanis5 ҫырнӑ
Чăваш чĕлхинче Ветке сăмах çук (1) тата наместничество «енпуç енĕ» е «енпуçлăх ен» пулать (2). Çавăн пекех «енпуçлăхлăх» теме май пур. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:19, 16 Ҫурла уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ветке - чăваш (мари чĕлхинче). «Енпуçлăхлăх» чĕлхе вĕçнелле чиперрĕн тухмасть. Урăхларах варианта шырас пулать. Viktor (сӳтсе явни) 19:33, 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)
- Чăваш чĕлхинче Вятка — Нухрат (Нухрат Атăл) пулать (1). Оригиналта чи малта наместник тени тăрать. Çапла вара, тĕпре кунта кутсăр-пуçсăр темĕнле вырăн пирки мар, хайхи наместникпе çыхăннă тăрăх çинчен сăмах пырать. Çав тери вăйлăн çыхăннă! Сăмахран, патшалăх, короллĕх, ĕмпÿлĕх, кĕпĕрне, ханлăх, кнеçлĕх, султтанат, эмират тенисене те тĕссĕр-пуçсăр ен сăмахпа улăштараймастăн. Вятка кĕпĕрнине Вятка наместничествинчен е Вятка уесĕнчен епле уйăрса илен? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:14, 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2024 (UTC)