Сӳтсе явасси:Ахмад Шах Массуд
Ылмаштарăвна ма вĕçне çитермерĕн вара? Мĕншĕн çурма çул çинче чарăнса тăтăн? Çакă пулать-и вара «чăвашлатни»? Халь вара пирĕн [МаЗут] тесе вуламалла-и? Анчах та мазут вăл пач урăх япала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:55, 12 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)
- Тӳрлетес пулать ĕнтĕ, урăх вариант çук. Вырăсла çырнине вулама хăнăхнă. Чăвашла майлаштармашкăн ытла революцилле кирлех мар. Майĕпен-ерипин. Viktor (сӳтсе явни) 21:19, 12 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)
- Е 100% вырăсла çыр (Ахмад Шах Масуд), е 100% «чăвашла» (Ахмад Шах Массуд). Çурма çулта чарăнни (фифти-фифти) — чи начарри. Сăмах вĕçĕсене «янраттарни/янраттарманни» те чăваш чĕлхинче ним тума та кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:51, 12 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)
- Акăлчансем - Массуд, азербайджансем - Масуд, таджиксем - Масъуд тесе çырнă. Тутарсем çырман-ха. «Янраттарни/янраттарманни» Массуда, Массуд(т)ран, Массудăн çырнă чухне кирлĕ çав. Viktor (сӳтсе явни) 23:07, 12 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)
- Ахмад Шах Массуд е Ахмадт Шах Массут. Юлашки т/д чăваш чĕлхинче ниме те пĕлтермест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:35, 13 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)
Ахмад Шах Массуд страницӑна сӳтсе явма пуҫла
Сӳтсе яву страницисенче халӑх Википеди контентне мӗнле лайӑхлатмалли пирки канашлаҫҫӗ, сӳтсе яваҫҫӗ. Эсир ку страницӑпа усӑ курса «Ахмад Шах Массуд» страницӑна лайӑхлатас тӗлӗшпе мӗнле улшӑнусем кӗртме май пуррине сӳтсе явма пултаратӑр.