Сӳтсе явасси:Ахаль пăчăр

Пăчăр вăрман кайăкĕ, анчах пурнăçĕ çĕр çинче иртет. Лăсăллă вăрмансене, хурăнлăхпа ăвăслăхсене килĕштерет, уйрăмах унта çырмасем пур пулсан. Çăмартисем (5-9) сарă сăрăрах, хăмăр пăнчăллă. Йăвине йывăç тымаррисем патнех, типĕрех вырăна тăвать. Мăшăрлану вăхăчĕ юр кайса пĕтсен пуçланать. Вăл вăхăтра вĕсем тинех шăхăрса, юрласа, вăхăт-вăхăт ташласа илеççĕ. Юрланă чухне пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрет, енчен енне сулланкалать, хӳри тĕкĕсене сарать, тĕпекине сарса çĕклет. Автан пăчăр чăхха хăваласа çитсе ун тавра ташлама пуçлать. Пăчăр çемйи, ытти чăх йышрисемпе танлаштарсан, автанпа чăхран кăна тăрать. Чĕпписем тухнă вăхăтра автанĕ тĕк тăкать, çавăнпа та çемйинчен уйрăлса вĕтлĕхре пытанать. Тĕк пыйттисене кăткă тĕмĕ çине тăрса е хăйăр ăшĕнче чаваланса пĕтерет.

Ахаль пăчăр страницӑна сӳтсе явма пуҫла

Сӳтсе явма пуҫла
Вернуться на страницу «Ахаль пăчăр».