Сӳтсе явасси:Айхи Геннадий Николаевич

Ачалăхĕ ăçта иртнĕ пирки тӳрлет

“Пулас сăвăç ачалăхне Чăваш çĕрĕнче тата Карел-Финн республикинче ирттернĕ”. Поэтăмăрăн ачалăхĕ Карел-Финн республикинче иртни иккĕленÿллĕ туйăнать. Нимĕнпе те çирĕплетмен çакна, лартнă ссылкăпа пăхса та тĕрĕслеме пулмасть çакна. Сăвă йĕркисем пурри, ман шутпа, нимĕн пирки те каламасть пире. Айхи унта пулса курни, унăн ачалăхĕ унта иртнĕ тенине пĕлтермест. Йăнăшатăп пулсан, ссылкăсем хушăр-ха, тархасшăн. Хам тупаймарăм. Кун пек вара ĕненмелле пек мар.

Algeyav (сӳтсе явни) 10:31, 24 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

  • Айхин пĕр сăввинче ак çакăн пек йĕркесем пур — Тахçан Карелире / Эп пулнă пиллĕкре. Шăпах Финляндие Выборгран тата ытти тĕлтен хĕссе кăларнă вăхăт. Çавна май унта хăшпĕр çынсене куçарса кайнă пуль ĕнтĕ. Хайхи сăвва тупсан, çăлкуç пек лартса хума тăрăшăпăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:13, 24 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Сăвăра каланине ма ĕненме пулмасть вара? Айхи хăй калать. Хăйĕн пирки. Мĕншĕн-ха унăн ку сăвăра шăхвăртмалла? Мĕншĕн ăна ĕненме çук? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:22, 24 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Кунта «Чăваш çĕрĕ» тени те самаях анлă. Çĕньял (Шаймурзино) çеç мар. Ева Николавна Лисина, Айхи йăмăкĕ, Именкассинче çуралнă. Çĕньялта мар. Вĕсен килйышĕ куçса çÿреме хăнăхнă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:06, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)
  • Пилĕк çулхи ача Карелие хăй тĕлĕн «курма», «çулçÿреме», «экскурсие» е «вăхăтлăха» кайнă теме çук. Килйышĕпе çеç кайма пултарнă. Ашшĕ-амăшĕпе. Мĕн вăхăт унта тытăнса тăни паллă мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:10, 25 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Çапла. Пурăннă вăл унта пĕр хушă. Атнер Хусанкайăн 2019 çулта тухнă кĕнекинче Геннадий Айхи Валерий Туркая панă интервью пичетленнĕ. Унăн сăмахĕсем: «Эпир ун чухне Финляндире пурăннă. Хĕрĕхмĕш çулта. Улттăра пулнă эп ун чухне… (Аттен библиотекине) Финляндире пăрахса хăвартăмăр». Algeyav (сӳтсе явни) 12:07, 10 Пуш уйăхĕн 2021 (UTC)

Вернуться на страницу «Айхи Геннадий Николаевич».