Сӳтсе явасси:АПШри президент суйлавĕ (2024)

Юлашки сообщени: 1 месяц назад «Орфографи: аббревиатурăри дефис» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Ку статьяна эпĕ пуçланă. урăх хутшăнавçă мар. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:07, 9 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

АПШ тени вара ним тума кирлĕ мар. Никама та нимле дивиденд памасть. Калапăр, ку вăл БРИКС вырăнне урăх темĕн шутласа кăларни пекех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:09, 9 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Ху хуть те мĕн çыр, анчах мана США теме ан чар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:12, 9 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Çак формăна эпĕ çырcа кĕртмен. Çынсене вырăна хумалла. Йĕркесене пăхăнмасан урăх проекта уçăр та ĕçлĕр унта. Viktor (сӳтсе явни) 07:37, 9 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Мĕншĕн мана урăх проекта хăваламалла? Эпĕ Википеди йĕркевĕсене йышăнатăп, хамран çĕнĕ йĕркевсем шутласа кăлармастăп. АПШ тенине эсир хăвăр кĕртнĕ-и, е урăх хутшăнвçă-и — ку ниме те пĕлтермест. Чи малта — аргументсем тата Сумлă (Авторитетлă) Çăлкуçсем пулмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:37, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

Орфографи: аббревиатурăри дефис

тӳрлет

Аббревиатура çумне аффикс хушăнсан, дефис лартмаççĕ. Хуть США, хуть АПШ, анчах та дефис пулмалла мар. Дефиса лартаççĕ цифрăсенчен тăракан сăмах хыççăн çеç. Калăпăр, 10-ри (вуннăри) ача, 70-ти (çитмĕлти) старик, 90-ри (тăхăрвуннăри) карчăк. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:42, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

73-мĕш параграф, 4-мĕш пункт. Цитата. Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ аббревиатура формине улӑштарма пулать, ун пек чухне аффикссене пӗрле ҫырмалла: ГИТИСран, ООНра. Цитата вĕçĕ. https://chuvash.org/wiki/Пӗрле,%20дефиспа%20е%20уйрӑм%20ҫырасси%20(ОП) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:45, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Кунта, паллах, «вырăс чĕлхинчен йышăннă» тени ăнтан яма пултарать. Анчах та чакаланса ларма кирлĕ мар. Мĕнпур аббревиатурăсем тĕлĕшпе çапла тумалла — дефис кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:49, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла
Вернуться на страницу «АПШри президент суйлавĕ (2024)».