Сӑваплӑ Евлали (Уотерхаус ӳкерчӗкӗ)

«Сӑваплӑ Евлали» (акăл. Saint Eulalia) — Британи ӳнерҫи Джон Уильям Уотерхаус 1885 ҫулта ӑсталанӑ сӑрӑ-ӳнер ӗҫӗ. Вӑл Христос тӗнӗн сӑваплӑ Мерида Евлалин Мерида хулинче пулса иртнӗ асаплӑ вилӗмне кӑтартать. Ӳнер ӗҫӗ Бритинчи Тейт галерейинче, Лондонра упранать.

Джон Уильям Уотерхаус
Сӑваплӑ Евлали,
Пир, ҫу сӑрри. 188,6×117,5 см
Тейт галерейи, Лондон

Каласа пани

тӳрлет

Ку ӗҫӗн композицийӗ кӗтмен ҫӗртен ҫӳҫентерсе ярать, ӗҫ Уотерхаусӑн чи ытти ӗҫӗсенчен хумхануллӑхӗпе питӗ уйӑрӑлса тӑрать. Сӑваплин ӳт-пӗвне вӑйлӑ ракурсра вырнаҫтарнӑ, юр Евлалин ҫарамас кӗлеткинчен ҫав терийех уйӑрӑлса тӑрать, ҫапла вара 12-ҫулхи хӗрачан кунта ытла та кирлӗ мар пек туйӑнать.

Ҫапла композицине суйласа илни — хӗрӗн кӗлеткине мал енче вырнаҫтарса ӳкерчӗкӗн тӗп вырӑнне пушӑ хӑварни — хӑйӗн тӗлне лектернӗ: ытти кӗлеткесене хыҫалти плана вырнаҫтарса, ӳнерҫӗ куракансене тӗмсӗлсе хӗрӗн ӳчӗ ҫине пӑхма хистет.

Ҫарамас ӳте ӳкерни Уотерхаусшӑн хӑюллӑ ҫӗнӗлӗх пулнӑ, ӳнер тишкерӗвӗсенчен тиркев илес хӑрушлӑх та пулнӑ, — анчах ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫне питӗ ӑнлануллӑн та ҫепӗҫҫӗн туни ӑна тиркеврен хӑтарнӑ. Ӳкерчӗкре хӗре сӑнӑпа чиксе вӗлернӗ Рим ҫар ҫыннини, хӗре юпа ҫумне ҫыхнӑ вӗренсене курма пулать.

Халап тӑрӑх сӑваплӑ Евлалине Турӑ саван вырӑнне, унӑн ҫарамас ӳтне хуплама юр ҫутарнӑ; хурланнисен ушкӑнӗнчен ҫӳле вӗҫекен шурӑ кӑвакарчӑн, Евлалин уҫӑ тутисенчен унӑн чунӗ тӳпене вӗҫсе хӑпарнине пӗлтерет.

Вуламалли

тӳрлет
  • Noakes, Aubrey, Waterhouse. John William Waterhouse, Chaucer Press, 2004.
  • Trippi, Peter, J.W. Waterhouse, Phaidon Press, 2005.

Каҫӑсем

тӳрлет