Сёкэн (ӗмпӳ арӑмӗ)


Ӗмпӳ арӑмӗ Сёкэн (япон 昭憲皇后 Сё:кэн-ко:го:, 9 ҫӳ 1849 — 9 ака 1914) — Японин ӗмпӳ арӑмӗ-консорчӗ (ӗмпӳ пулман), Мэйдзи императорӑн арӑмӗ тата Тайсё императора усрава илнӗ амӑшӗ. Чӑн ячӗ Итидзё Масако (яп. 一条 勝子).

Ӗмпӳ арӑмӗ Сёкэн
яп. 昭憲皇太后
Чӑн ят яп. 昭憲皇太后
Çуралнă вăхăт 1849 çулхи çу, 9-мĕшĕ(1849-05-09)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1914 çулхи ака, 9-мĕшĕ(1914-04-09) (64 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Ашшĕ Ichijō Tadaka[d]
Амăшĕ Niihata Tamiko[d]
Упăшки Император Мэйдзи[d]
Премисемпе чысланисем
орден Королевы Марии Луизы Орден Драгоценной Короны 1-го класса орден Королевского дома Чакри
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Сёкэн ӳнерте. Тоёхара Тиканобу ӗҫӗ

Пурнӑҫӗ тӳрлет

Итидзё Тадакин сулахай министрӑн тата Итидзё Фудзивара йӑхӗн Итидзё турачӗн тӗп пайташӗпе арӑмӗн, Фусими Кунииэ принцӑн хӗрӗн виҫҫӗмӗш хӗрӗ пулнӑ. 1867 ҫулхи 2 авӑн Мэйдзи императором ӑна ҫураҫнӑ , ӑна хирӗҫлекенсем те пулнӑ — вӑл пулас упӑшкинчен виҫӗ ҫул аслӑрах пулнӑ. Унӑн ҫуралнӑ вӑхӑтне 1849 ҫултан 1850 ҫула куҫарнӑ. Вӑл лайӑх вӗреннӗ хӗр пулнӑ - япони поэзине, китай чӗлхине, чай церемонипе икэбана ӳнерне пӗлнӗ.

Ҫураҫу хыҫҫӑн Харуко (яп. 美子) ят илнӗ. Кӗҫех, императрица ача ҫуратма пултарайманни уҫӑлнӑ. Мэйдзи императорӑн пилӗк фрейлинаран 15 ача пулнӑ (вӗсенчен пиллӗкӗшӗ кӑна пурӑнайнӑ), вара Харуко наложницан аслӑ ывӑлне Ёсихитона усрава илнӗ. Ҫапла вара Ёсихито император килйышне кӗнӗ, Мэйдзи император вилсен, ҫӗнӗ император пулса тӑнӑ. 1886 ҫултан Харуко халӑх умӗнче курӑнма пуҫлать. Ҫав ҫулах, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, аристократсен хӗрӗсем вӗреннӗ шкулти туху экзаменӗсем пӗтнӗ ятпа церемонире императрица пӗрремӗш хут халӑх патне европа кӗпипе тухнӑ, ку вӑл халь Япони хӗрарӑмӗсем те европа тумтирне тӑхӑнма пултарнине пӗлтернӗ. Упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн Харуко тӑлӑх императрица (яп. 皇太后 Ко:тайго:) титулне илнӗ, Мэйдзи императортан ӑна пурӑнасси икӗ ҫул кӑна юлнӑ, ӑна 1914 ҫулта вилнӗ хыҫҫӑн Сёкэн ят панӑ.

Вуламалли тӳрлет

  • Keene, Donald. Emperor of Japan:Meiji and His World. — 2005. — P. 106—108.
  • Мещеряков А. Н. Император Мэйдзи и его Япония. — 2-е изд. — М.: Наталис, 2009. — С. 158. — 736 с. — ISBN 978-5-8062-0306-0.
  • Мещеряков А. Н. Император Мэйдзи и его Япония. — 2-е изд. — М.: Наталис, 2009. — С. 249. — 736 с. — ISBN 978-5-8062-0306-0.
  • Мещеряков А. Н. Император Мэйдзи и его Япония. — 2-е изд. — М.: Наталис, 2009. — С. 434, 436. — 736 с. — ISBN 978-5-8062-0306-0.

Каҫӑсем тӳрлет