Сыркина Полина Вадимовна
Полина Вадимовна Сыркина (бел. Паліна Вадзімаўна Сыркіна, 20.6.1986, Минск, Беларус ССР, ССРП çур.) — беларус тата раççей театрпа кино актриси.
Полина Вадимовна Сыркина | |
Çуралнă вăхăт: | Минск |
---|---|
Çуралнă вырăн: | 1986, çĕртме, 20 |
Гражданлăх: | ССРП Беларуç |
Професси: | театрпа кино актриси |
Карьера: | 2007 - х.в. |
Биографи
тӳрлетПолина Сыркина 1986 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Беларус ССР тĕп хулинче — Минск хулинче, инженерсен килйышĕнче çуралнă[1]. Пиччĕшĕ уçламçă, тавар турттаракан бизнеса тытать.
Ачалăхпа яшлăх çулĕсенче Минскра пурăннă. Шкулта физика-математика класĕнче вĕреннĕ, вунултă сул тултарсан хулари 136 №-лĕ театр шкулĕнче (ертӳçĕ - Валентина Норисовна Мороз) ăсталăха туптанă. Актёр сукмакне «тĕнчене лайăхлатас» тĕллевпе суйланă.
2008 çулта Минск хулинче Беларус патшалăхĕн ӳнер академинче (БПӲА) (Владимир Андреевич Мищанчук курсĕ) вĕренсе тухнă.
Институтра пĕлӳ илнĕ чухнех кинематограф ĕçне пĕрремĕш хутшăннă, Дмитрий Орлов режиссёр ӳнерленĕ «Генерал хĕрĕ» (урăх ячĕ — «Татьяна») (2007) фильмĕнче Татьяна рольне сăнарланă.
Минск театраĕсенче («Беларуçфильм» киностудин киноактёр студи-театрĕ, Беларус çарĕн драма театрĕ, Хальхи ӳнер театрĕнче) тăрăшнă.
2011 çултанпа Мускавра ĕçлесе пурăнать.
Пайăр пурнăçĕ
тӳрлетФильмографи
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Полина Стрельникова: «За мужем — хоть на край света!». ГТРК «Пермь» официаллă сайчĕ// t7-inform.ru (14-пуш-2015). Архивланă 23-авăн-2019. 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Сыркина Полина. Биографи, фильмографи, фотографисем 2022 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Полина Сыркина (Стрельникова) Биографи тата фильмографи.