Суснин Александр Александрович

Александр Суснин
Çуралнă вăхăт: чӳк, 13, 1929
Çуралнă вырăн: Захарово сали, Рязань тăрăхĕ, Мускав облаçĕ, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: утă, 15, 2003
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург, РФ
Професси: XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ
Карьера: 1947—1992

Биографи

тӳрлет

1929 çулхи чӳкĕн 13-мĕшĕнче Рязань облаçĕнчи (РФ) Захарово салинче çуралнă.

1952 çулта ВГИК-ра (Б. Бабочкин класĕнче) вĕренсе тухнă, yн хыççăн Киноактёр студи-театрĕн штатне кĕртнĕ.

1957—1992 çулсенче «Ленфильм» киностудире тăрăшнă.

Кинора студент çулĕсенчех (1947 çултанпа) çапăнма пуçланă. Дебют ĕçĕ — М. С. Донской ӳнерленĕ «Сельская учительница» фильмри вĕренекен ролĕ.

1987 çулта хăйне евĕрлĕ рекорд тунă — çав çул ăна тăхăр режиссёр фильма чĕннĕ. Çав тапхăртах С. И. Ростоцкий ăна Борис Можаевăн «Живой» повеçĕпе «Из жизни Фёдора Кузькина» фильмĕнче тĕп роле шанса парать.

Рольсемсĕр пуçне Суснин çаплах тăван тата ютçĕ фильмĕсене сасă кĕртме хутшăннă.

1986 çулта «Прорыв» фильма çапса илнĕ чухне Александр Александрович шăнса пăсăлнипе питĕ йывăр чирлесе ӳкнĕ те 1992 çултанпа килтен пачах тухман. 2002 çултанпа актёр выртсах пурăннă.

2003 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Санкт-Петербургра вилнĕ. Мăн Охта çăвинче пытарнă.


Фильмографи

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет