Суйланă чухнехи системăлла йăнăш

Суйланă чухнехи системăлла йăнăш (акăлч. survivorship bias, чĕрĕ юлнисемлĕ йăнăш, умкăлтăклă йăнăш, умйăнăшлăх йăнăшĕ, методологи йăнăшĕ, умйăнăшлăх) — суйласа илнин системалла йӑнӑшу тӗрлӗлӗхӗ, ку объектсен пӗр ушкӑнӗн тӑрӑх («чӗрӗ юлнисен» тӑрӑх) пӗлевсем нумай, ытти ушкӑнӗн («вилнисен» тӑрӑх) вара — пачах ҫук чух пулать. Вӗҫӗнче тӗпчевҫӗсем «чӗрӗ юлнисен» хушшинче пӗрлешӳллӗ пулӑмсене тупма тӑрса, «вилнисен» хушшинчи пулнӑ пӗлтерӗшлӗ информацине куҫран ҫухатаҫҫӗ.

Таврӑннӑ самолётсен персе шӑтарнӑ вырӑнӗсем, пӑхма хӑрушӑ пулсан та фаталлӑ мар. Ытти вырӑнсене лекнисем базӑна таврӑнайман.

Кунҫул

тӳрлет

Пӗлтерӗшӗпе суйласа илнин системалла йӑнӑшу тӗрлӗлӗхӗпе ҫывӑх пӗрремӗш калаканӗ авалхи Греци сӑвӑҫӗ тата софисчӗ, п. эрч. V ӗмӗрте пурӑннӑ Милос ДиагорӗЦицерон сӑмахӗсем тӑрӑх, Диагорӑн юлташӗсенчен пӗри ӑна турӑсем пуррине, «тинӗс ҫил-тӑвӑлӗнчен ҫӑлӑнса чӗрӗ юлнӑ нумай ҫын ҫырса, ӳкерсе чиркӳсене парнеленӗ хӑммасем» ҫине кӑтартса ӗнентерме тӑрсан, Диагор: «Ҫапли ҫаплах пулӗ, анчах вӗсен хушшинче карапӗсем ҫил-тӑвӑлта путса пӗтнисен хӑммисем ҫук-ҫке» тесе хирӗҫленӗ.

Тӗслӗхсем

тӳрлет

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Нью-Йорк SRG лабораторийӗнче ӗҫлекен Венгри математикне Абрахам Вальда питӗ кирлӗ ыйтӑва татса пама ыйтнӑ. Америка бомбардировщикӗсем пур те базӑна таврӑнайман. Таврӑннисен тӑшман зениткисемпе истребительӗсем пенинчен нумай шӑтӑк пулнӑ, анчах вӗсем пур те пӗр вырӑнта пулман: ытларах фюзеляжпа ытти пайӗсенче,топливо системинче сахалтарах, татах сахалрах — двигательте пулнӑ. Ку шӑтарнӑ вырӑнсене броня ытларах кирлине пӗлтереть-и? Вальд хуравланӑ: ҫук, тӗпчев шӑпах та ҫав вырӑнсене лектерсе шӑтарнӑ самолётсем базӑна таврӑнма пултарнине палӑртнӑ, двигателе е бензобака лектернисем каялла таврӑнайман. Тӑшман ҫулӑмӗнчен таврӑннӑ самолётсен шӑп та шӑтарман, «таса» вырӑнсене броняпа ҫирӗплетмеллине палӑртнӑ.

Шывра путасран ҫӑлӑннӑ ишевҫӗсем каласа панисем тӑрӑх дельфинсем ырӑ кӑмӑллӑ тени анлӑ сарӑлнӑ, вӗсене чӗрчунсем ҫыран еннелле тӗкнӗ, анчах тинӗселле тӗкнисем ҫинчен нимӗнле пӗлӳ те ҫук.

Ветеринарсем пӗлекен парадокс: улттӑмӗш хутран ӳкнӗ кушаксене ветеринарсем патне лутрарах хутсенчен ӳкнисенчен лайӑхрах туйнисене илсе пыраҫҫӗ. Кӑна ӑнлантарнисенчен пӗри — кушак темиҫе вӑхӑтран чи ҫӳллӗ хӑвӑртлӑха ҫитсе (сывлӑш чарнипе хӑвӑртлӑх чакать) ҫӗр ҫине анса ларма чи лайӑх хускалу йышӑнса илме ӗлкӗреть, ку ӑна чӗрӗ юлма парать. Ҫакӑ кушака парашют евӗр пулса пӗрремӗш ултӑ хутсенчен хӑвӑртлӑха чакарма парать. Тепӗр ӑнлантару — чӗрӗ юлнин йӑнӑшӗ: ҫӳллӗш мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫавӑн чухлӗ кушака вилнӗ пуль тесе больницӑна илса каймаҫҫӗ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Elton; Gruber; Blake. Survivorship Bias and Mutual Fund Performance // Review of Financial Studies (англ.)рус.. — 1996. — Т. 9, № 4. — С. 1097—1120. — doi:10.1093/rfs/9.4.1097.
  • Mangel, Marc; Samaniego, Francisco. Abraham Wald's work on aircraft survivability (англ.) // Journal of the American Statistical Association : journal. — 1984. — June (vol. 79, no. 386). — P. 259—267. — doi:10.2307/2288257. — JSTOR 2288257.
  • Wald, Abraham. (1943). A Method of Estimating Plane Vulnerability Based on Damage of Survivors. Statistical Research Group, Columbia University. CRC 432 — reprint from July 1980. Center for Naval Analyses (англ.)рус..

Каҫӑсем

тӳрлет