Соитиро Хонда

Соитиро Хонда (яп. 本田宗一郎 Хонда Со:итиро:?), — Хонда компанине никĕслекенĕ, япун промышленникĕ, инженерĕ. 1906 çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Соитиро чухăн çемьере çуралнă. 1922 çулта вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. 1928 çулта вăл хăйĕн пĕрремĕш патентне илнĕ, унта вăл кустарма йĕпписене йывăç вырăнне тимĕртен тумалли меслете сĕннĕ . Сăмах май каласан вăл пурĕ çĕр ытла патент регистрациленĕ.

1948 çулта мотоциклсем тума пуçланă. Ун хыççăн ун компанийĕ тĕнчери тĕп предприятисем шутне кĕнĕ. Компани президенчĕ вырăнне вăл 1973 çулчен йышăннă.


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.