Скворцов Сергей Ефимович
Сергей Ефимович Скворцов – РСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетСергей Скворцов 1937 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи Анатри Кĕлешкасси ялĕнче çуралнă.
1956 çулта Вăрнарти зооветтехникум пĕтернĕ.
1956-1959 Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
1963 çулта Мускаври ветеринари академин ветеринари факультетне, 1970 çулта Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕренсе тухнă.
1962 çултанпа Чăваш республикин ветеринари лабораторин радиологи уйрăмĕнче ветврач-радиолог, инженер-радиофизик, аслă инженер-радиофизик, уйрăм ертӳçи пулса ĕçленĕ.
1992 çулхи пуш уйăхĕнче – Чăваш республикин ялхуçалăх министерствин ветеринари радиологи тĕпĕн директорĕ, 1992 çулхи авăн уйăхĕнчен 2008 çулхи чӳк уйăхĕччен Чăваш республикин радиологи центрĕ|Чăваш республики радиологи тĕпĕн директорĕ. Чернобыль АЭС авари кӳнĕ арканăва сирекенĕ.
Ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ Скворцов Тимофей Ефимовичăн шăллĕ. 2010-мĕш çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлет100 ытла ăслăлăх ĕçĕсем пичетленĕ, вĕсем хушшинче 9 массăллă пĕтерекен хĕçпăшалтан ялхуçалăха сыхламалли методика кĕнеки, Чăваш ЦНТИ 24 информаци хучĕ, 20 рацпредложени.
Чысĕсем, парнисем
тӳрлет- «За заслуги перед Отечеством» 2 степеньлĕ (1996).
- «За заслуги перед Чувашской Республикой» орденăн медалĕ (2007).
- 5 юбилей медалĕ.
- РСФСР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988).
- ЧАССР ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1983).
- СССР Граждан хӳтĕлев отличникĕ.
- Чăваш Республикин Хисеп хучĕ.
- Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин Хисеп хучĕ.
- РФ ялхуçалăх тата апат-çимĕç министерствин Хисеп хучĕ (1996).
- ЧР „Чернобыль” союзĕн Хисеп хучĕ.
- РФ „Чернобыль” союзĕн Хисеп хучĕ.
- РФ „Чернобыль” пĕрлĕхĕн Хисеп кĕнекине çырнă.