Симонова Евгения Павловна

Симонова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Евге́ния Па́вловна Си́монова (1.6.1955, Ленинград, ССРП çур.) — совет тата раççей театрпа кино актриси, РФ халăх артисчĕ (1995). ССРП патшалăх премин (1984) лауреачĕ.

Евгения Симонова
Ӳкерчĕк
Çуралнă чухнехи ят: Евгения Павловна Симонова
Çуралнă вăхăт: 1955, çĕртме, 1
Çуралнă вырăн: Ленинград
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи совет, раççей актриси
Хастар çулсем: 1973 — х. в.
Театр: В.В. Маяковский ячĕллĕ МАДТ

Биографи тӳрлет

1955 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Гнесинсем ячĕллĕ мусăк шкулĕнче вĕренсе тухнă.

1976 çулта Евгения Б. В. Щукин ячĕллĕ АТУ вĕренсе тухсан Мускаври Владимир Маяковский ячĕллĕ академи театрĕн труппине чĕннĕ, халĕ те унтах тăрăшать[1].


Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Ольга Никонова. «90 лет — и всё только начинается!» Журнал «ТВ Парк» № 46 (967), стр. 8-12

Каçăсем тӳрлет