Сидихин Евгений Владимирович

Евге́ний Влади́мирович Сиди́хин (2.10.1964, Ленинград, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей театр/кино актёрĕ, теле-ертӳçи. Афганистанри çапăçусене хутшăннă.

Евгений Сидихин
Çуралнă чухнехи ят: Сидихин Евгений Владимирович
Çуралнă вăхăт: 1964, юпа, 2
Çуралнă вырăн: Ленинград, РСФСР, ССРП
Професси: совет/раççей кино/театр актёрĕ
Карьера: 1989—х.в

Биографи тӳрлет

Евгений Сидихин 1964 çулта юпан 2-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Ашшĕ — Владимир Григорьевич Сидихин, амăшĕ — Клара Григорьевна Окорокова. Пĕртăвансем — Константин тата Александр.

Ача чухнех ирĕклĕ кĕрешӳпе хăтланнă, 5 хутчен хула чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ. Вăтам пĕлĕве илсенех 1982 çулта Евгений Сидихин Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи патшалăх институтне вĕренме кĕнĕ.

1983 çулта пĕрремĕш курсранах Совет Çарне илнĕ. Малтан Туркестан вăрçă тăрăхĕнче (ç/ч 10858), Тедженре хĕсметре тăнă. Афган вăрçине хутшăннă. Запаса 1985 çулта тухнă та института таврăннă.

1989 çултанпа 1990-мĕш çулсен варрине çитиех Г. А. Товстоногов ячĕллĕ ДМТ труппинче хĕсметре тăнă, кинофильмсенче çапăннă. 1999—2000 çулсенче НТВ телеканалра «Двое» программăна, 2012 çултанпа — НТВ «Крутые нулевые» программине ертсе пынă.

Килйыш тӳрлет

  • Арăмĕ — Татьяна Борковская, актриса.
    • Хĕрĕ — Полина (1988 çур.)
    • Хĕрĕ — Аглая (1998 çур.)
    • Хĕрĕ — Анфиса (2007 çур.).

Театр тӳрлет

Г. А. Товстоногов ячĕллĕ ДМТ тӳрлет

  • «Дикарь» — Пабло
  • «Старик» — Бычин

Антреприза тӳрлет

  • «Ваша сестра и пленница» (1999, ООТР «Театральный дом»).
  • «Чапаев и Пустота» — Петька (Виктор Пелевинăн «Чапаев и Пустота» романĕпе, режиссёр — Павел Урсуляк)
  • «Пять вечеров» — Ильин (А. Володин пьесипе, режиссёр — О. Анохина)
  • «Путешествие в стиле блюз» (2005, проект «Театральный марафон»).

Фильмографи тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет