Сесил Коллинз

Джеймс Генри Сесил Коллинз (англ. Cecil Collins; 23 пуш 1908, Плимут — 4 çĕртме 1989, Лондон) — анкăл ÿнерçи, пултарулăхĕн малтанхи утăмĕсенче ăна сюрреализм тата Уильям Блейк пултарулăхĕ витĕм хунă.

Сесил Коллинз
Cecil Collins
Çуралнă чухнехи ят: Джеймс Генри Сесил Коллинз
Çуралнă вăхăт: 1908 çулхи пуш, 23
Çуралнă вырăн: Плимут, Аслă Британи
Вилнĕ вăхăт: 1989 çулхи çĕртме, 4 (81-ре)
Вилнĕ вырăн: Лондон, Аслă Британи
Гражданлăх: Аслă Британи Аслă Британи
Жанр: ÿкерçĕ, ÿкерçĕ, вĕрентекен
Вĕренӳ: Плимутри ÿнер вĕрентĕшĕ
Стиль: сюрреализм, неоромантизм, ÿнер тĕсĕнчи визионерство
Паллă ĕçсем: «Люцифер татăлса анни»,
«Гимн»
Сĕм янă: Уильям Блейк
Парнесем: Уильям Ротенштейн парни

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

тӳрлет

Ÿнерçĕ Плимутра çуралса ÿснĕ, Девонпортри фирмара слесарь пулса ĕçленĕ. 1924-1927-мĕш çулсенче Плимутри ÿнер вĕрентĕшĕнче пĕлÿ илнĕ. Каярах Коллинз тăватă çул Король ÿнер аслă вĕрентĕшĕнче вĕреннĕ,унта ÿнер стипенди илнĕ, ун хыççăн вăл Уильям Ротенштейн парнине çĕнтерсе илнĕ.

1931-мĕш çулта ÿнерçĕ Генри Мур вĕренекенĕ, Элизабет Рамсденпа мăшăрланнă. Мăшăрлану уншăн пĕлтерĕшлĕ пулнă, Коллинзăн ÿнер илем туйăмне чун хавал пурлăхĕсен çулĕпе янă.

1935-мĕш çулта Лондонра, Блумсбери галереинче унăн пĕрремĕш харпăр куравĕ пулса иртнĕ. Тепĕр çул Коллинзăн икĕ ĕçне Лондонри Халăхсен хушшинчи сюрреализм куравĕнче кăтартнă, каярах вăл хăйне ÿнерçĕ-сюрреалист тенипе килĕшмен пулсан та, пурнăç çине ăстăнпа шайласа пăхнинчен пăрăннă, анчах çав вăхăтрах тĕнче çине пачах ăнланусăр - тимсĕр пăхмасть. Ăна пăхмасăр, унăн ĕçĕсене метафизикалла пĕлтерĕшлĕ теме юрать.

1959-мĕш çулта Лондонри Уайтчейпел галереинче ÿнерçĕн ретроспективлă 227 ĕçрен тăракан пысăк куравĕ пулса иртнĕ.

1951-1975-мĕш çулсенче Тĕп ÿнер шкулĕнче вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсен хушшинче скульптор тата ÿнерçĕ Джинджер Гилмор пулнă.

1973-мĕш çулта вăл Чичестерти чиркÿ алтарĕ валли Турă Çути иконине хайланă.

1981-мĕш çулта Радио BBC унăн çинчен Эдвард Люси-Смит ертсе пыракан «Ÿнерçĕсемпе калаçни» кăшăлтан калаçу ирттерчĕ.

1988-мĕш çулта ăна Король Академин пайташне суйласа илнĕ.

1989-мĕш çулта унăн Тейт галереинче ретроспективлă пысăк куравĕ пулса иртнĕ, ку унăн ÿнерçĕ тата вĕрентекен ятне тĕппипех çирĕплетнĕ.

Сесил Коллинз çурални çĕр çул тултарнă ятпа унăн сăнарне мозаика евĕр çак сăмахсемпе хайланă: «Сесил Коллинза — ÿнерçĕ-визионера тата вĕрентекене чысланă ятпа», ÿкерчĕкĕ çĕр çын сăнарĕсенчен патне тăрать, вĕсен хушшинче кураторсем, галерея ĕçченĕсем, кинематографистсем, çыравçăсем, тишкерÿçĕсем, музыкçăсем, юлташĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, натурщиксемпе вĕренекенсем.

Куравсем

тӳрлет
  • 1935 — Блюмсбери галереи, Лондон, Англи
  • 1936 — Халăхсен хушшинчи сюрреализм куравĕ — Барлингтонан çĕнĕ галереисем, Лондон, Англи
  • 1942 — Илемлĕ ÿнер музейĕ, Толедо, АПШ
  • 1948 — Сесил Коллинзăн çĕнĕ ĕçĕсем — Галерея Лефевр, Лондон, Англи
  • 1950 — Çĕнĕ ĕçсем — Галерея Хеффер, Кембридж, Англи
  • 1951 — Лестер галереи
  • 1953 — Стена çинче хайлакан ÿнерçĕсен пĕрлешĕвĕ
  • 1953 — Музей Ашмола, Оксфорд
  • 1954 — Илем канашĕ, Лондон
  • 1956 — Лестер галереи
  • 1959 — Уайтчейпел галереи, Лондон
  • 1961 — Зигос галереи, Афины, Греци
  • 1964 — Халăхсен хушшинчи Карнеги куравĕ, Питтсбург, АПШ
  • 1965 — Артур Тус тата ывăлĕсем
  • 1967 — Кран Кальман галереи
  • 1971 — Аслă Британи сюрреализма хывни — Хамет галереи, Лондон, Англи
  • 1972 — Ÿкерчĕксен, шывă сăррипе тунă ĕçсен, ÿнер хайлавĕсен тата гуашь 1936-1968- мĕш çç. ретроспективлă куравĕ
  • 1981 — Çĕнĕ ĕçсем — Энтони д' Оффей, Лондон, Англи
  • 1981 — Сесил Коллинз эстампĕсем — Галерея Тейт, Лондон, Англи
  • 1983 — Плимут, Ÿнер центрĕ
  • 1984 — Фестиваль галереи, Алдебург
  • 1988 — Юлашки ĕçсем — Энтони д' Оффей, Лондон, Англи
  • 1989 — Тейт галереи, Лондон

Вуламалли

  • The Gates of Silence (Grey Walls Press, 1944) by Wrey Gardiner with drawings by Cecil Collins
  • The Vision of the Fool (Grey Walls Press, 1947)
  • Cecil Collins: Painter of Paradise (1979) by Kathleen Raine
  • In Celebration of Cecil Collins: Visionary Artist and Educator (2008) compiled and edited by Nomi Rowe
  • The Magic Mirror: Thoughts and Reflections on Cecil Collins (2010) by John Stewart Allitt
  • Meditations, Poems, Pages from a Sketch Book, by Cecil Collins, (Golgonooza Press, 1997)
  • The Vision of the Fool and other Writings, by Cecil Collins, enlarged edition, (Golgonooza Press, 2002)
  • Cecil Collins, The Artist as Writer and Image Maker, by Brian Keeble, (Golgonooza Press, 2009)

Каçăсем

тӳрлет