Сепфора ватçын

Сепфора
Тĕнчери ят Дарья Николаевна Шнякина (Сенякина)
Çуралнă 1896, пуш, 19
Глухово сали, Гавриловка уесĕ, Тамбов кĕпĕрни
Вилнĕ 1997, çу, 13
Клыково сали
Монахри ят Схимонахиня Сепфора
Хисеплеççĕ Вырăс Православи чиркĕвĕ
Сăпат сăваплă
Асăну кунĕ çу, 13
Маттурла пурăнни ватă çын

Пурнăçне çырни

тӳрлет

1896 çулта Тамбов кĕпĕрнине кĕнĕ Гавриловка уесĕнчи (халĕ Гавриловка районĕ, Тамбов облаçĕ) Глухово салинче Николайпа Матрона Сенякинсен нумай йышлă килĕнче çуралнă. Хĕрачана Дарья ят панă. 13 ачаран виççĕшĕ çеç — Дарья тата унăн икĕ шăллĕ — чĕрĕ юлнă. Пĕри герман вăрçинче (1914) пуçне хунă, тепри — 1930-мĕш ĕмерсен пуçламăшĕнче кулаксене салатнă чухне вилнĕ. 1916 çулта Дарьч, ашшĕ вилнĕ хыççăн, пĕр ялти Дмитрий Шнякина качча тухнă. Вĕсен икĕ хĕр — Александра (1917) тат Параскева (1922), тата ывăл (пĕчĕк чухнех вилнĕ) çуралнă. 1933 çулта вĕсен пурлăхне туртса илнĕ: пӳртне салатнă, пурăнма кĕтес пулман. Çакăнчен маларах Дмитрий упăшка Болоховона ĕçлеме тухса кайнă. Дарья ачасемпе пĕрле упăшки патне çитнĕ, унта вĕсем Тăван Çĕршывăн аслă вăрçичченех пурăннă. 1950 çулта Дмитрий вилет те Дарья хĕрĕсемпе Киреевск паççулăка пурăнма куçать.

Дарья хăйех каланипе, пĕррехинче пĕччен кĕлтунă чухне курăну пулнă: пирĕштисем ăна монаха кăларас çӳçкаснине тунă. Сăваплă Троица Сергий Лаврине çитсен, вăл çак курăну пирки вăл каласа панă. Кунтах, 1967 çулхи юпан 20-мĕшĕнче ăна мантие (71 çул тултарсан) Досифея ят парса çӳçкаснă.

Каçăсем

тӳрлет
  • Житие схимонахини Сепфоры Клыковской.
  • Монах Лазарь (Клыково) Матушка (2004). Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2018.