Сент-Эндрюс университечĕ

Сент-Э́ндрюс университечĕ (акăл. University of St Andrews, кĕск. St And) — Аслă Британири никĕсленипе виççĕмĕш, Шотландири чи ватă университет. 1410 - 1413 çулсем хушшинче Сент-Эндрюс (Сент-Андрус) хулинче, Çурçĕр тинĕсĕ хĕрринче никĕсленĕ. 50% яхăн студенчĕсем — ют çĕршывсенчен.

Сент-Эндрюс университечĕ
University of St Andrews coat of arms.PNG
St Mary's College - geograph.org.uk - 10341.jpg
Йыхрав Aien aristeuein (Яланах чи лайăх пул)
Никĕсленĕ çул 1410 - 1413 çç.
Студентсем 8 пине яхăн[1]
Вĕрентӳçсем 1000 ытла

Истори

тӳрлет

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ. 1411 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Генри Вордло Епископ ҫак шкул никӗсӗ ҫинче Шотландири пӗрремӗш университета йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.

1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ. Антипапа панӑ буллапа (пичет) хыпарҫӑсем 1414 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунах университета чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ.

Факультетсем тата шкулсем

тӳрлет

Университет йышне тăватă факультет — ăслăх, ӳнерсен, медицина тата теологи — кĕрет. Факультетсене шкулсем çине пайланă. Ăслăх факультетĕнче çутçанталăк (биологи, математика, физика т.ыт.), çаплах социум (экономика) ăслăхĕсем кĕреççĕ. Кашнинче хăйĕн шкулĕ пур. Бакалавр пулмашкăн 4-5 çул вĕренмелле, малтанхи икĕ çулĕ диплом çине витĕм ямаççĕ, икĕ çул вĕренсен студент малалла пĕлӳ илмешкĕн специализацие суйлать, малашнехи паллăсене вара хака хураççĕ.

Университетре Терроризма тата политикăри пусмăрлăха тĕпчекен центр (акăл. Centre for the Study of Terrorism and Political Violence)[2] ĕçлет.

Архитектура

тӳрлет

Университет çурчĕсене пĕтĕм хулипех туса лартнă, архитектура стилĕпе вĕсем вăтам ĕмĕрсенчи готикăран вăрçа хыççăнхи брутализма çитиччен. Сăваплă Леонард колледжĕнче университетри чи ватă çурт — çав ятлă часавай — пур: ăна 1144 çулта хăпартма тытăннă. Шотланд архитектурин чаплă палăкĕ — кайранхи готика стилĕпе тунă св. Сальватор часавайĕ, унта никĕслекен Кеннеди епископа пытарнă пулнă.

Рейтинг

тӳрлет

Сент-Эндрюс университечӗ Шотландири чи ватӑ университет шутланать, Аслӑ Британине тата акӑлчанла калаҫакан тӗнчене шутласан — виҫҫӗмӗш (Оксфордпа Кембридж университечӗсем хыҫҫӑн) пулать.

Университетра сакӑр пине яхӑн студент вӗренет. Университетран вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын Нобель премине тивӗҫнӗ.

Социаллă пурнăç

тӳрлет

Университетре радиостанци ĕçлет, хаҫатсем тухаççĕ. Студентсем валли тӗрлӗрен клуб нумай. Спорт енчен те университет территоринче чылай хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă.

Малалла сире Вячеслав Шорников тексчĕпе паллаштаратпăр[3]

тӳрлет

Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ. 1411 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Генри Вордло Епископ ҫак шкул никӗсӗ ҫинче Шотландири пӗрремӗш университета йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.

Парижри альма-матерти пекех, университетра тӑватӑ факультет пулнӑ. Вӗсем — теологи, право, ӳнер тата медицина факультечӗсем. Ӳнер шутне вӑл вӑхӑтра тӗрӗс ӑслӑлӑх кӗнӗ.

1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ. Антипапа панӑ буллапа (пичет) хыпарҫӑсем 1414 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунах университета чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ.

Сент-Эндрюс университечӗ (акӑлч. University of St Andrews, кӗск. St And) — никӗсленӗ кунне шута илсен Шотландири чи ватӑ университет шутланать, Аслӑ Британине тата акӑлчанла калаҫакан тӗнчене шутласан — виҫҫӗмӗш (Оксфордпа Кембридж университечӗсем хыҫҫӑн).

Хальхи вӑхӑтра университетра тӑватӑ факультет — теологи, ӳнерпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен, медицина тата тӗрӗс ӑслӑлӑхсен факультечӗ. Факультетсем, хӑйсене илес пулсан, шкулсем ҫине пайланаҫҫӗ. Ӑслӑлӑх факультечӗ шутне ҫутҫанталӑк (биологи, математика, физика т. ыт. те) пек ӑслӑлӑхсем кӑна мар кӗреҫҫӗ, унта социаллӑ (экономика) ӑслӑлӑхсем те пур, вӗсен кашнин хӑйӗн шкулӗ пур.

Университетра сакӑр пине яхӑн студент вӗренет. Университетран вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын Нобель премине тивӗҫнӗ.

Университетӑн хӑйӗн радиостанцийӗ тата хаҫачӗсем пур. Тӗрлӗ специализаципе ӗҫлекен студент клубӗсем нумай. Спорт тӗсӗсене суйланӑ чухне те студентсен суйлавӗ анлӑ.


Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет