Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сауна (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Сауна» (финн. Sauna, 2008) — Антти-Юсси Аннила финн кинорежиссёрĕ ӳнерленĕ хăрушла фильм.

Сауна
Sauna
Фильм постерĕ
Жанр хоррор / истори фильмĕ
Режиссёр Антти-Юсси Аннила
Сценари
авторĕ
Ииро Кюттнер
Тĕп рольсенче Вилле Виртанен Томми Эронен, Клименко Виктор, Кати Оутинен
Оператор Генри Бломберг
Композитор Пану Аалтио
Кинокомпани Bronson Club
Тăсăлу 85 мин.
Патшалăх Финлянди Финлянди
Çул 2008
IMDb ID 1124394

Сюжет тӳрлет

1595 çул. Вырăс-швед вăрçи тинех-тĕк пĕтнĕ. Кнут тата Эрик пĕртăвансем, вăрçăра вилĕмле çылăх тунă: православи ĕненĕвĕнчи çамрăк карел хĕрне апат-çимĕç нӳхрепĕнче хăрушла вилĕм ытăмне парса хăварнă. пĕр карттă çинче те çырман шурлăх урлă каçнă чухне Кнута хĕрĕн чунĕ йĕрлесе пырать.

Вĕсем шурлăх варринче яла çитеççĕ, унта пăрахса хăварнă православи чиркĕвĕ тата сауна пур. Яла вырăс монахĕсем никĕсленĕ, кайран вăрттăн тухса çухалнă. Вăрçăран тарса килнĕ çĕр ĕçтешĕсем кунта кил-çурт çавăрнă. Ялта куçса киличченех çуралнă пĕр хĕрача çеç пурăннă. Шведсем те, вырăссем те çак яла хăйсен патне илесшĕн мар.

Саунăра усал чĕм Кнута кĕрет. Эрика хĕрача çакăн пирки пĕлтерет. Çак айăп çылăха пула çитнине туйса, Эрик саунăна кĕрет те ăна усал ернĕ тăванĕ вĕлерет.

Рольсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет