Сара Вагенкнехт
Сара Вагенкнехт (ним. Sahra Wagenknecht, 16.7.1969, Йена, ГДР çур.) — нимĕç политикĕ, экономика ăслăхĕсен тухтăрĕ, журналист, Сара Вагенкнехт союзӗ ертӳҫи, бундестаг депутачĕ.
Кун-ҫулӗ
тӳрлет1969 çулхи утӑ уйăхĕн 16-мӗшӗнче Йена хулинче çуралнă. Ачалăхне Берлинра иртнĕ. 2004-мĕш çултан 2009-мĕш çулччен Европарламент депутачĕ пулнӑ. 2009-мĕш çултан пуçласа Германи Парламенчĕн (Бундестаг) депутачĕ. 2010-мĕш çултан 2019-мĕш çулччен Сулахай партин парламентри лидерĕ пулнӑ.
2024 ҫулта Сулахай партирен тухнӑ та хӑйӗн партине йӗркеленӗ.
Сара Вагенкнехт качча кайнă, ачи çук.