Сарă пулă (çаван пекех «Вырăс шеврĕк», Acipenser gueldenstaedtii) — Осетрсен йышне кĕрекен пулă. Хурарах сăрă тĕслĕ кĕлетки вăрăм — 2 метра çитет. Йывăрăшĕ ытларах чухне 80 килограмран иртмест, анчах 200 килограмм таякан шеврĕк тытни те пулнă. Аслă вăрçăччен пирĕн тăрăхра сар пулла тăтăшах тытнă, хальхи вăхăтра шеврĕк питĕ сайра тĕл пулакан пулă шутланать. Çавăнпа та осетра Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ.

Пулă

Шеврĕк 50 çул таран пурăнать. 10 çултан иртсен тин вăлча сапма пуçлать. Ытларах вак пулăсемпе тăранать.

Ку пулла ятарласа та ĕрчетеççĕ.