Салтыковка (Балашиха микрорайонĕ)
(Салтыковка (Мускав облаçĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
|
Салтыко́вка — Мускав облаçĕнчи Балашиха хулин микрорайонĕ. 2003 çулхи çĕртме, 10 Балашиха районĕн паççулки шутланнă[1].
Кил йăви
тӳрлетДача паççулки
тӳрлетМускавран инçе мар пулнипе, пĕве нумай пулнипе, илемлĕ пейзаж тата хакне пула вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче — çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Салтыковка мускав интеллигенцин юратнă вырăнĕ пулать. Кунта, сăмахран, Исаак Левитан, Андрей Белый, Всеволод Мейерхольд хăйĕн арăмĕпе Зинаида Райхпа, Иван Солоневич тата ыттисем, каннă, е пурăннă.
2003 çулта Салтыковка Балашиха хула шутне кĕрет, паççулки шайĕнчен тухать[1].
Паллă вырăнсем
тӳрлет- Пĕвесем, лайăххисем: Ылтăн, Сарă, Тарелочка тата Кĕмĕл.
- Сарă пĕве хĕрринчи Кил йăви паркĕ.
- Долгоруковсен кил йăвин ишĕлчĕкĕсем, лайăх упранса юлни пурлăха тытса тăраканĕн çурчĕ (XVIII ĕмĕр), халĕ шкул территоринче пулаççĕ.
- Ватă революциченхи дачăсем.
- Синагога (революцичченхи йывăç çурт).
- Баптистсен храмĕ (хальхи çуртра).
- Тимĕрçĕ ăсталăхĕн музейĕ (хупăннă).
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăрсен астăвăм палăкĕ.
- Совет Союзĕн Паттăрĕн, чапа тухнă вĕçевçĕ Евгения Рудневăн (унăн ятне шкула панă) çуралнă, пурăннă пӳрчĕ.
Çитмелли
тӳрлетМускав чукун çулĕн Горький тĕлĕпе Салтыковская платформине, автомобильпе Горьки е Носовихинское шоссепе çитмелле.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Н. И. Артемьев, «Салтыковка».