Садыгов Гусейнага Алескер оглы
Гусейнага Алескер оглы Садыгов (азерб. Hüseynağa Sadıqov; 21.3.1914, Баку, Баку кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 23.2.1983, Баку, Азербайджан ССР, ССРП) — совет кино актёрĕ. Азербайджан патшалăхĕн çамрăксен театрĕн артисчĕ[1], Азербайджан ССР халăх артисчĕ (1979).
Гусейнага Садыгов | ||||||||
Садыгов çамрăк чухне, тутэк çинче выляканскер | ||||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Гусейнага Алескер оглы Садыгов | |||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1914 пуш, 21 | |||||||
Çуралнă вырăн: | Баку, Баку кĕпĕрни, Раççей империйĕ | |||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1983, нарăс, 23 | |||||||
Вилнĕ вырăн: | Баку, Азербайджан ССР ССРП | |||||||
Професси: | совет, азербайджан театр/кино актёрĕ | |||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Биографи
тӳрлетГусейнага Садыгов 1914 çулта пушăн 21-мĕшĕнче Бакура çуралнă.
1931 çултанпа актёр Азербайджан патшалăхĕн çамрăксен театрĕн труппинче 50 çул хĕсметре тăнă. Пĕрремĕш ролĕсем - Хоруз Баба тата Пири Баба.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Гусейнага Садыгов çапăçу лăплансан салтаксем валли тĕрлĕрен спектакльсем кăтартса хавхалантарнă. Вăл икĕ хутчен йывăррăн суранланнă, сывалсан фронта таврăннă, Берлина çитнĕ. Ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе чысланă. Çаплах «Хăюлăх», «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» тата «Тăван Çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.
Садыгов «Арăм манăн, ачасем те манăн», «Панулми панулмиех», «Çăкăр çурмалла», «Аладдинăн асамлă лампи», «Тăватă вырсарникун», «Асамлă халат» фильмсенче вылянă. Пурĕпе 30 ытла фильмра рольсене сăнарланă, нумайăшĕ эпизодрисем кăна пулнă. Хăйĕн юлашки «Манăн асаттен асатти» фильмĕнче[2]тĕп роле сăнарланă.
1956 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Гусейнага Садыгов Азербайджан ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1979 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче — Азербайджан ССР халăх артисчĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Актёр Баку хулинче 1983 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Фильмографи
тӳрлет- 1962 — Телефонистка — ĕçлекен
- 1964 — Асамлă халат — визирь
- 1965 — Парăнман батальон — фельдфебель
- 1966 — Аладдинăн асамлă лампи — аслă визирь
- 1969 — Çăкăр çурмалла — Паша Пашаевич
- 1970 — Манăн çичĕ ывăлсем — Козёл (спектакльти персонаж)
- 1972 — Телейлĕ пулăр, хĕрачасем! — Гамбар
- 1975 — Тăватă вырсарникун — Асад
- 1975 — Панулми панулмиех — Надир
- 1977 — Çуралнă кун — Аля ашшĕ
- 1978 — Арăм манăн, ачасем те манăн — чыслакан
- 1981 — Пирĕн асаттен асатти — Асатте
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Личные архивные фонды в государственных хранилищах СССР. Указатель. — Главное архивное управление. — Т. III.
6368 САДЫГОВ Гусейнага Алескер оглы (р. 1914), артист Азерб. ТЮЗ. ЦГАЛИ АзССР, ф. 402, 20 д., 1929—1970.
- ^ В Баку прошёл вечер памяти народного артиста Гусейнаги Садыхова.
Каçăсем
тӳрлет- Садыгов Гусейнага Алескер оглы(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче