Савнă Шупашкарăм


Савнă ШупашкарăмXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Григорий Хирпÿ композитор Георгий Ефимов сăввипе çырнă.

Савнă Шупашкарăм
Юрă
Жанр лирикăллă юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).

Георгий Ефимов — Чăваш республикин халăх поэчĕ (1996)

Юррăн сăвви

тӳрлет

Савнă Шупашкарăм

Хула тăрăх çÿресе кунларăм,
Эп килентĕм ун илемĕпе.
Маншăн вăл телейлĕ ĕмĕт пек çиçет-çке...
Куç тулли сăнарĕшĕн каларăм:
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

Садсене пăхса ытараймарăмЮ
Сулхăнра эп лартăм уçăлса.
Çамрăксем çÿреççĕ уçăлса хавассăн...
Çакăнта хам савнине эп тупрăм,
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

Савутсен ыр янравне тăнларăм,
Вăй-хал хушрĕç çамрăк чунăма.
Мĕн тери хаваслă пурăнма, тăванăм.
Мĕнпур ĕçе пушкаратпăр патваррăн,
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

Аслă Атăл илемне сăнарăм:
Шыв управ пăрахутне курсан
Савăнтăм ача пекех чунтан, хуламçăм,
Сан чапна, сан вăй-хална мухтарăм.
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии

тӳрлет

Григорий Хирпÿ — РСФСР халăх артисчĕ (1974).

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет