Сăкăт патшалăхĕ

(Сăкăт (патшалăх) ҫинчен куҫарнӑ)
Ытти пĕлтерĕшсене Сăкăт (пĕлтерĕшсем) статьяра пăхăр.

Сăкăт патшалăхĕ, — хальхи Таджикистанпа Узбекистанăн кăнтăр пайне тата Афганистанăн çурçĕр пайне йышăннă авалхи патшалăх.

Сăкăт патшалăхĕ, п. эрч. 300 ҫҫ.

СăкăтАхемен ăрăвĕн импери провинцийĕ, Бегистун чуллă сăртĕнче, хальхи Таджикистан (Памирсăр пуçне), кăнтăр Узбекистан (Самаркандпа Бухара çĕрĕсене хута илсе те) çурçĕр Афганистан территорисене пĕрлештерсе тăнă.

Хальхи таджиксем сăкăтсемпе бактрисен нĕселĕсем шутланаççĕ.

651 çулта арапсем Сасансен Персири тăранлăхне пĕтернĕ, ун хыççăн Мавараннакăна (Mā warā 'l-nahr, «юханшыв леш енĕ») талпăннă. Вĕсем сăкăтсен çĕрĕсене Амударья леш енче пулнипе çапла палартнă. Сăкăтсем чылай вăхăт хирĕç тăрса çапăçнă, анчах та 722 çулта хурасан эмирĕн Саид аль-Хараши эшкерĕсем вĕсене пĕтĕмпех çĕнтернĕ. Чикĕнсе вăрçса тапăнса хурасансем Муг тăвĕ çинчи сăкăтсен Деваштич юлашки ĕмпĕвĕн карманне туртса илнĕ.

Каярахпа çак çĕрсенче арапсене хирĕç пăлхавсем (тĕслĕхрен, 728—729 çулсенче) хыпса тухнă.

Зарафшан шывĕн улăхĕ Вăтам ĕмĕрсенче Сăкăт О (Самарканд) ятлă пулнă, çав ят паянкуна та упранса юлнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Сăкăт Бактрирен çурçĕр еннелле, Окс (Амударья) Яксарт (Сырдарья) шывĕсем хушшинче вырнаçнă пулнă, кунти Зарафшан шыв улăхĕсенчи çĕрсен тупăçлăхĕ пысăк пулнă.

Македони Александрĕ Сăкăт патшалăхне Бактрипе пĕр сатрапийе пĕрлештернĕ. Тепĕртакран сатрапине Грек-Бактри патшалăхĕн Бактри Диодотомне куçараççĕ, çав ятпа вăл пирĕн эрăччен III ĕмĕр таран, скифсем çĕнтерсе иличченех, палăрса тăрать.

Вĕсем çинчен китай çынни Цзян Кван çапла çырнă:

«Та-Юаньрен (Фергана) 2,000 ли (1,000 çм) çурçĕр-анăç еннелле Каньгдзю (Сăкăт) вырнаçнă. Кунта юркăн халăх пурăнать, çав халăхăн йăла-йĕркисем юэ-чжи халăхĕнни пекех пулаççĕ. Вĕсен çарĕнче ухăпа перекенсен шучĕ: 80000 — 90000 çын. Çак пĕчĕк çĕршыв Та-Юаньпе юнашар, вăл юэ-чжи халăхĕн ирĕклĕхне хисеплет». (Синдзи, 123, Цзян Кван).

IV—VIII ĕмĕрсенче сăкăтсем тухăçпа анăç хушшинчи суту-илӳре малта пынă, вĕсен сутăç, пурăну вырăнĕсем (колонийĕсем) Сăкăтран аякрах — тĕслĕхрен, хальхи Китайăн тухăç çĕрĕсенче, пулнă.

Сăкăтсем Аслă пурçăн çулĕ урлă тухăçпа анăç хушшинчи сутă-илӳ ĕçĕсене хастар хутшăннă, çак çул пулăшăвĕпех будда тĕнĕ анлăланса кайнă. Хăш-пĕр çĕртре çырнă тăрăх, Сăкăтра туптанă хĕçпăшала (тĕслĕхрен, кӳпе) Китайра тата ытти çĕрсенче сутнă.

Сăкăт чĕлхи Аслă пурçăн çулĕ тăрăхĕнче лингва франка чĕлхи ĕçне пурнăçласа тăнă. Перси чĕлхинче те, тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисенче те сăкăтсен лексики упранса юлнă.

Сăкăт патшисем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • «Согдийские тексты с горы Муг», Чтение, перевод, комментарий. Выпуск II. Юридические документы и письма. Чтение, перевод и комментарии В. А. Лившица. М., 1962.</
  • «Сообщения Республиканского историко-краеведческого музея Таджикской ССР», 1-мĕш кăларăмĕ, Сталинабад, 1952.
  • Б.Г.Гафуров, "Таджики. Древнейшая, древняя и средневековая история".
  • Ю.Н.Алескеров, "Самарканд", Ташкент, 1976.
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Г. П. Кеннаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Шупашкар, 2005.
  • Мăн Кенна, "Скифы", Çĕрпӳ, 2001.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.