Брэдбери Рэй

(Рэй Брэдбери ҫинчен куҫарнӑ)

Рей Бредбери, — америка çыравçи. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 22 Иллинойс штатĕнчи Уокиган хулинче çуралнă. Тулли ячĕ Рэймонд Дуглас Брэдбери. Иккĕмĕш ятне Дуглас Фэрбенкс паллă актёр ячĕпе панă. Ашшĕ — Леонард Сполдинг Брэдбери (пĕрремĕш куçса килнĕ англичансен йăхĕнчен), амăшĕ — Мари Эстер Моберг (швед).

Рэй Брэдбери
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Уокиган (Иллинойс), Иллинойс, АПШ
Ĕçлев тĕсĕ: акăлчан çыравçи
Рей Бредбери
Рей Бредбери

1988 çулта Небьюл премине, 1954 çулта Хьюго премине, тата çавăн пекех темиçе литература премисене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1934 çулта Бредбери çемьи Лос-Анджелес хулине куçать. Ку хулара Рей Бредбери хальхи кунчен пурăнать.

Рей Бредбери ачалăхĕ Пысăк Депресси вăхăтĕнче иртнĕ. Университетшăн тӳлеме укçа çителĕклĕ пулман пулсан та вăл çăвах 12 çулта çыравçă пулас тĕллеве лартнăскер хăйĕн тĕллевĕ патне куллен-хуллен пынă. Ачалла хаçат сутнă. Темиçе çул арăмĕ ĕçлесе илекен укçа çине пурăннă. Çапах та 1950 çулта унăн «Марс хроникисем» пĕрремĕш пысăк ĕçĕ пичĕтленсе тухать. Кăштахран «Фаренгейт тăрăх 451 градус» хайлавĕ пичĕтленет. Ку хыççăн унăн ячĕ тĕнчипе паллă пулса тăрать.

Рей Бредберине фантастика мэтрĕ, фантастсенчен чи лайăх çыравçă тесе шутлаççĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Пысăк ĕçĕсем:

  • «Марс хроникисем» (The Martian Chronicles, 1950)
  • «Фаренгейт тăрăх 451 градус» (Fahrenheit 451, 1953)
  • «Кукша пуç ĕрехĕ» (Dandelion Wine, 1957)
  • «Йывăрлăх килет» (…Something wicked this way comes, 1962)
  • «Хеллоин кунĕ умĕн» (The Halloween Tree, 1972)
  • «Вилĕм — пĕччен ĕç» (Death is a lonely business, 1985)
  • «Симĕс мелке, шурă кит» (Green shadows, white whale, 1992)

Ытларах ĕçĕсен шутне калавсем кĕреççĕ. Çыравçă пурĕ 400 калав ытла çырнă.

Каçăсем

тӳрлет