Ромул тата Рем

Ромул тата Рем (лат. Romulus et Remus; авалхи авторсем иккӗшӗ те пирӗн эрӑччен 771 ҫ. ҫуралнӑ теҫҫӗ, вилме Рем ака 754/753 ҫҫ., Ромул 7 ута 716 ҫ. пирӗн эрӑччен вилнӗ) — легендаллӑ ӥӗкӗрешсем, Рим никӗслевҫисем. Каланӑ тӑрӑх, Альба-Лонги патшасен йӑхӗсенчен пулса тухнӑ, Рея Сильвия Веста хĕрĕпе Марс турӑ ачисем пулнӑ. Вӑрттӑн ҫыхӑнуран ҫуралнӑскерсене шыв хӗррине кайса пӑрахнӑ, вара вӗсене кашкӑр ами хӑйӗн сӗчӗпе ӳстернӗ.

Капитоли кашкӑр ами Ромулпа Рема сӗт ҫитерет

Ҫитӗнсен, Ромулпа Рем тӑван хулана кукашшӗне, Нумитор патша аллине тавӑрса панӑ, хӑйсем ҫӗнӗ вырӑн никӗслеме тӑнӑ. Анчах пӗр шутлӑ пулайманнипе тавлашуна кӗрсе Ромул Рема вӗлернӗ. Ун хыҫҫӑн Ромул хӑйӗн ятне парса ҫӗнӗ хула никӗсленӗ, унӑн пӗрремӗш патши пулса тӑнӑ (пирӗн эрӑччен 754/753ҫҫ. ) Вӑл сенат уҫнӑ, граждансене патрицисемпе плебейене, патронсемпе клиентсене уйӑрнӑ, пӗрремӗш легионсене калӑпланӑ. Хула халахӗ йышлӑрах пулма, Ромул сулланса ҫӳрекенсене, хурахсемпе таркӑн чурасене граждансен шутне кӗртнӗҫ сабин хӗрарӑмӗсене вӑрланӑ. Нумай вӑхӑт патша пулса вӑл е ҫӳле хӑпарнӑ, е сенаторсен аллинчен вилӗм тупнӑ.

Истори тапхӑренче Ромула рим халӑхӗ хула никӗслевҫи тесе чысланӑ. Унӑн ячӗпе ҫарпа политика тата культура тӗп институчӗсем пулса тухнипе ҫыхӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра Ромулпа Рем — грек культури сӗм панипе пулса тухнӑ халап паттӑрӗсем-эпонимсем шутланаҫҫӗ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Авл Геллий. Аттические ночи. Книги 1—10. — СПб.: Издательский центр «Гуманитарная академия», 2007. — 480 с. — ISBN 978-5-93762-027-9.
  • Диодор Сицилийский. Историческая библиотека. Сайт «Симпосий». Проверено 8 января 2019.
  • Дионисий Галикарнасский. Римские древности. Сайт «Симпосий». Проверено 8 января 2019.
  • Тит Ливий. История Рима от основания города. — М.: Наука, 1989. — Т. 1. — 576 с. — ISBN 5-02-008995-8.
  • Амвросий Феодосий Макробий. Сатурналии. — М.: Кругъ, 2013. — 810 с. — ISBN 978-5-7396-0257-2.
  • Павел Орозий. История против язычников. — СПб.: Издательство Олега Абышко, 2004. — 544 с. — ISBN 5-7435-0214-5.
  • Плутарх. Сравнительные жизнеописания. — М.: Наука, 1994. — Т. 2. — 672 с. — ISBN 5-306-00240-4.
  • Страбон. География. — М.: Ладомир, 1994. — 944 с.
  • Ковалёв С. История Рима. — М.: Полигон, 2002. — ISBN 5-89173-171-1.
  • Моммзен Т. История Рима. — Ростов н/Д: Феникс, 1997. — Т. 1. — 640 с. — ISBN 5-222-00046-Х.

Каҫӑсем

тӳрлет