Ркаил Зайдулла

Ркаил Зайдулла (тут. Ркаил Зәйдулла, паспортра: Ркаил Рафаил улы Зәйдуллин, Ркаил Рафаилович Зайдуллин), (1962 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕ) — прозăçă, сăвăçă, публицист. Тутар çыравçи. Муса Джалиль ячĕллĕ (1990) тата Габдулла Тукай ячĕллĕ (2010) премисен лауреачĕ. Тутарстан патшалăх Канашĕн депутачĕ.

Ркаил Зайдулла
[[File:
Rkail Zaidullin
|220px]]
Çуралнă вăхăт: 1962 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Чĕчкен ялĕ, Чăваш республики (халĕ те Комсомольски районĕ, Чăваш Ен)
Ĕçлев тĕсĕ: тутар çыравçи (сăвăçĕ, прозăçи, публицисчĕ), пĕрлĕх тата патшалăх ĕçлевçи. Çавăн пекех вĕрентевçĕ, çурттăвăмçăсен бригадирĕ, платник т.ыт. те пулса ĕçленĕ

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тӳрлет

1962-мĕш çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕнче çуралнă.

Хусанта тутарла тата вырăсла тухса тăракан "Идел" — "Идель" журнала никĕслекенсенчен пĕри теме пулать. 1989-2009-мĕш çулсенче асăннă журналăн тĕп редакторĕ пулнă. 2009-мĕш çултанпа — Тутарстан çыравçисен пĕрлĕхĕн консультанчĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем тӳрлет

Поэзи кĕнекисем:

  • «Кояшлы күзләр» (Хĕвеллĕ куçсем, 1984)
  • «Күрәзә» (Умкурав, 1988)
  • «Урыс кышык озату» (Вырăс хĕлне ăсатни, 1993)

Пьесăсем: «Саташкан сандугач» (Аташнă шăпчăк)

 
Rkail Zaidullin 2020-03-12

Каланă уйрăм шухăшĕсем тӳрлет

Чăваш чĕлхи пирки[1]

<Куçару: Эп хам Чăваш Енре çуралнă, 18 çул унта пурăннă, <шкулта> чăвашла вĕренмен пулин те (халĕ ман ялта ăна патшалăх чĕлхи пек вĕрентеççĕ), чăваш чĕлхине паянхи кунчченех пĕлетĕп. Кăсăкланса чăваш литературин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашатăп тата хама хăтлă туятăп, чăваш чĕлхине пĕлнипе мăнаçланатăп. Манăн енре мĕнпур тутарсем чăваш чĕлхине пĕлеççĕ, чăвашсем — тутарла, çапла вара хăйсене пит аван туяççĕ. Пĕр-пĕринпе кăсăкланас пулать, кÿршĕн культурине пĕлмелле — çакă питĕ шеп.>

Çеçпĕл Мишши пирки[2]

<Куçару: 07,03,2017 22:11 Çеçпĕл Мишши вара? Венгрсен те, ман шутпа, çапла. Малтан хушамат, кайран харпăр ят. Кун пек йĕрке корейсемшĕн те, яппунсемшĕн те курăмлă.>

Тĕрлĕ пĕрлĕхлĕ акцисене хутшăнни тӳрлет

  1. В.В.Путинран тутар чĕлхине хÿтĕлеме ыйтса çырнă Уççыру айне алă пусни[3].
  2. Тутартан Президентĕнчен "Азатлык" пĕрлĕхĕн ертÿçине Наиль Набиуллина йĕрлеме пăрахма ыйтса алă пусни[4].
  3. Тутар чĕлхине Тутарстанта патшалăх тăвакан халăхăн чĕлхи теме ыйтнă[5].

Вуламалли тӳрлет

  • Алексеев В.Н. ЗАЙДУЛЛА. Электронла чăваш энциклопедири статья.
  • Миңнуллин Т. Шигырь язарга өйрәтәм // Казан утлары. — 1983. — № 5. — 173–175 б.
  • Гыйльманов Г. «Күрәзә» // Соц. Татарстан. — 1988. — 12 авг.
  • Корбан Р. Күрәзәче // Шәһри Казан. — 1990. — 26 окт.
  • Рәшитов Ә. Безнең буын шулай яначакмы? — Китапта: Иман яңартканда. — Казан: Татар. кит. нәшр., 1991.
  • Шәмси С. Ил гаме // Идел. — 2000. — № 4. — 37 б.
  • Заһидуллина Д. Тәңре кылычы кайчан иңә? // Мәдәни җомга. — 2000. — 18 июль.
  • Сафина Н. Ил турында «Ил» китабы // Казан утлары. — 2000. — № 12. — 140–144 б.
  • Хуҗәхмәт Ф. Сандугачлар саташмасын // Мәдәни җомга. — 2001. — 22 июль.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет