Рет тата тĕс хушшинчи рангсем

Рет тата тĕс хушшинчи рангсем — таксономилле иерархире ретрен аяларах, тĕсрен çÿлерех тăракан рангсем.

Биологилле номенклатурăн кодексĕсенчен тĕрлисенче рангсен йышĕ те, вĕсен ячĕсем те тĕрлĕрен.

Ботаникăра рет тата тĕс хушшинчи ултă рангпа усă кураççĕ, вĕсене шайĕ чакнă май черетлесе тухатпăр:

  • айрет (лат. subgenus),
  • çийсекци (лат. supersectio),
  • секци (лат. sectio),
  • айсекци (лат. subsectio),
  • кĕçĕн рет, е сери (лат. series),
  • чи кĕçĕн рет, е айсери (лат. subseries).

Зоологире тата бактериологире асăннă рангсенчен пĕринпе çеç, айрет текеннипе, усă кураççĕ. Зоологире çавăн пекех тĕссен комплексĕ ăнлав пур, вăл пĕр-пĕрне çывăх темиçе тĕсе пĕрлештерсе тăрать.

Литература тӳрлет

  • Джеффри, Чарлз. Биологическая номенклатура: Пер. с англ. — М.: Мир, 1980. — С. 17, 25—26.

Каçăсем тӳрлет

Çавăн пекех тӳрлет

Шаблон:Таксономи