Чăваш Республикин кунĕ

Республика кунĕ — Чăваш Енĕн чи паллă патшалăх уявĕ. Уява çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăра ирттереççĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Официаллă уява Республика кунне пĕрремĕш хут 1995 çулта Чăваш автономи облаçне йĕркеленин 75 çулне паллă туса ирттернĕ. 2000 çулхи çăвăн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, чăваш патшалăх аталанăвĕн историлле паллăлăхне шута илсе Саккун çине алă пусать, çакăнпа çĕртмен 24-мĕшĕнче патшалăх уявĕ — Республика кунĕ — шутланать.

1920 çултанпа, Чăваш Ен сухаран космослăха çити хăватлă аталану турĕ.

Раççей Федерацин йышĕнче автономи шайне хăпарса, Чăваш Ен промăçлăхлă, механикăллă ял хуçалăхлă, мала туртакан культурăллă регион пулса тăчĕ. Чĕр тавар пулмасан та, республика малалла аталанса пырать, çутĕç, сывлăха упрас, этеплĕх, спорт ĕçĕсенчи çитĕнӳсем курăнаççĕ. Хуласемпе ялсем хăтлăрах еннелле улшăнаççĕ. Чăваш Ен индустриллĕ-аграрлă республика пулса тăчĕ, тĕрекленчĕ.

Чăвашла илемлĕ литература, профессиллĕ мусăк, театр тата сăнарлă ӳнер, ăслăх аталанса пыраççĕ.

Çулсерен, республикăра уява ирттерме, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, ИПТ патшалăхĕсенчен, тĕнчери ытти çĕр-шывсенчен хăнасем килеççĕ.

Шупашкарта, урăх хуласенче, районсенче Республика кунĕнче тĕрлĕ этеплĕ кану ĕçĕсем пулаççĕ.

Республика кунĕ умĕн Чăваш Енĕн районĕсенче Акатуй уявне ирттереççĕ.

Чăваш Республикин кунне уявлама официаллă делегацисем, усламçăсем, артистсем, çулçӳревçĕсем килеççĕ.

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет