Открыть главное меню

Разбаш Андрей Леонидович

Разбаш Андрей Леонидович, — телеведущий, режиссёр, продюсер. 1952 çулхи раштавăн 15-мĕшĕнче çуралнă. 2006 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче вăхăтсăр пурнăçĕ татăлнă.

ПурнăçĕТӳрлет

1977 çулта Мускав авиаци институтне пĕтернĕ. 1991 çултанпа паллă «ВиД» телекомпанийĕн учредителĕ, тата директорсен канашĕн членĕ пулнă.

Андрей Разбаш 50 ытла куллен тухакан телепередачăсен авторĕ, режиссёрĕ пулнă, темиçе паллă передача ертсе пынă. Тĕрлĕ вăхăтсенче ОРТ телекомпанийен тĕп продюсерĕ, «Россия» телеканалăн «Доброе утро, Россия» (Ырă ир пултăр, Раççей) передачин продюсерĕ, хăйен «Крылья-Медия» телекомпанийĕн тĕп редакторĕ пулнă.