Раевăри сĕреевĕрлĕхлĕ Серафим Саровский Храмĕ

Раевăри сĕреевĕрлĕхлĕ Серафим Саровский Храмĕ - православи храмĕ, Мускав хулин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ администрациллĕ тăрăхĕнче вырнаҫнӑ. Медведково метро станцинчен 10 минут çуран утмалла. Виҫӗ кӗтеслӗ кирпӗч храмне 1000 приход валли уйӑрнӑ. Храм ҫӳллӗшӗ — 43 метр. Храмӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 1100 тӑваткал метр. Храм комплексӗн йышне ҫавӑн пекех административлӑ тата хуҫалӑх корпусӗсем, ӑс-хакӑлпа ҫутта кӑларакан центр тата чиркӳ лавкиллӗ хурал пӳрчӗ кӗреҫҫӗ. Храмра библиотека ӗҫлет, ачасемпе ҫитӗннисем валли вырсарникун шкул уҫнӑ, вӑйӑ кĕтесӗсем, изостудисемпе театр студийӗ йӗркеленӗ.

Храм туни тӳрлет

Храм 2005 ҫулта тума пуҫланӑ. Чиркӳ ҫуртне XVI ӗмӗрти вырӑс храмӗн чи лайӑх йăли йĕркипе хăпартнӑ. Ҫӳлти астула преподобнӑй Серафим Саровский ячӗпе, Аялти астулне сăваплакан Николай, Архиепископ Ликийский, Чудотворец ячӗпе сăвапланӑ.

Николай сăваплакан Кунӗнче, 2014 ҫулхи декабрӗн 19-мӗшӗнче, чаплӑн тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тата турӑ ҫурчӗн тӑррине хӗрес лартнӑ.

Сăвплăх тивлечӗ 2016 ҫулхи утăн 30-мӗшӗнче пулчӗ.

Аслӑ тасалӑх чинӗ: 2017 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Мускаври Чи Сӑваплӑ Патриарх Тата Пӗтӗм Раҫҫейри Кирилл.[1]

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ https://ria.ru/20170215/1488034099.html