Радиоактивлă каяш

АПШ-ри ядерлă каяш масарĕсем

Радиоактивлă каяшсем (РАК) — ядерлă энергетикăн радиоактивлă хими элеменчĕсемлĕ ĕç юлашки-тĕлешкисем, каяшĕсем. Вĕсене малалла ĕçе яма май çук. Часах вĕсем ядерлă ĕç пулăмĕсен каяшĕсем пулаççĕ. РАК чылайăш пайĕсем «сахалактивлă каяшсем» шутланаççĕ, вĕсен радиоактивлăхĕ пĕчĕк. Çак каяшсен шутне, сăмахран, усă курнă ятарлă ĕç тумтирĕ, кăштах лапăртаннăскер, кĕрет, çав хăрушăллă радиоактивлă тасамарлăхсем çын тирĕн вĕтĕ шăтăкĕсем витĕр, сывлăшпа сывламалли çулсем тăрăх, шывпа е апат-çимĕçпе пĕрле çын ăшчикне кĕреççĕ.

Каяшсем ăçтан тухаççĕТӳрлет

ÇРÇ (çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем)Тӳрлет

Çут çанталăкра хăш веçествăсен çанталăкри радиоактивлăхĕ пур, вĕсене çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем (ÇРÇ) теççĕ. Çак каяшсен чылайăшĕ — уран е торий арканнă хыççăн пулакан веçествăсем, вĕсенчен альфа-частицăсем тухса саралаççĕ.

Кăмрăк (уголь)Тӳрлет

Кăмрăкра радионуклидсен шучĕ нумай мар, вĕсен шутĕнче çак уран е торий пеккисем, вĕсен кăмрăк ăшĕнчи шучĕ Çĕр хупли (кора земная?) ăшĕнчи вăтам шутĕнчен сахалтарах. Вĕсен тачăлăхĕ кĕл тусанĕнче пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем вутра çунмаççĕ. Çавах та кĕлĕн радиоактивлăхĕ питĕ пĕчĕк, вăл хура тăмлă сланецăн радиоактивлăхĕпе тан пулать, фосфатлă породăсенчен пĕчĕкрех, çапах та унăн хăрушăллăхĕ пур: кĕл тусанĕн пайĕсем атмосферăра юлаççĕ, çапла çын ӳпкине сывлăшпа пĕрле кĕме пултараççĕ.

Нефтьпе газТӳрлет

Нефтьпе газ промыçлă ĕçĕсенчи каяшĕсенче часах радийпе унăн аркану юлашкисем пулаççĕ. Нефть уçлам шăтăкĕсенчи сульфатлă тĕпĕсем радийпе пуян; шыв, нефть тата газ уçлам шăтăкĕсенче часах радонлă пулаççĕ. Радон арканнă хыççăн пăрăхсем çумне хытса радиоизотопсем юлаççĕ. Нефть завочĕсенче пропана уйăракан ĕç вырăнĕ радиоактивлăх енчен чи тасамарри шутланать, мĕншĕн тесен радонпа пропан пĕр танлă температурăра вĕреме кĕреççĕ.

Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатниТӳрлет

Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни чух пулнă каяшсем çанталăкри радиоактивлăхлă пулаççĕ.

Медицинăри ÇРÇТӳрлет

Медицинăра усă курмалли изотопсем (çаврака хытаркăчсенче çурма аркану тапхăрне кăтартнă):

Промыçлă ÇРÇТӳрлет

Промыçлă РАК-сенче альфа-, бета-, нейтрон- е гамма-лучсен çăлкуçĕсем пулаççĕ. Гамма-кăлараканнисемпе радиографире усă кураççĕ; нейтронлă çăлкуçсемпе тĕрлĕ çĕртре, — теслĕхрен, нефть уçлам шăтăкĕсене радиометрипе тĕпченĕ чух усă кураççĕ.

КлассификациТӳрлет

 
Сахалактивлă ÇРÇ каяшĕсене кăларса илни

Сахалактивлă ÇРÇТӳрлет

Вăтамактивлă ÇРÇТӳрлет

 
Çӳллĕактивлă ÇРÇ каяшĕсене пуйăспа куçарни, Аслă Британи

Çӳллĕактивлă ÇРÇТӳрлет

Трансуранлă ÇРÇТӳрлет

КаçăсемТӳрлет