П. эрч. 43

Çулталăк

Пулнисем

тӳрлет

Рим консулĕсем: Гай Вибий Панса Цетрониан тата Авл Гирций. Антоний — Цизальпа Галлин проконсулĕ. Консул-суффектсем: Гай Юлий Цезарь Октавиан тата Квинт Педий. Консул-суффектсем: Гай Карринат тата Публий Вентидий Басс.

Римре сенаторсем Антоние тивĕçсене ытлашши хăпартнă тесе айăпланă та Македоние тухса кайма сĕннĕ, вĕсемпе килĕшмен хыççăн ăна «тăван çĕршывăн тăшманĕ» тенĕ. Македоние - Марк Брута, Сирие — Кассие панă. Цицерон сĕнĕвĕпесенат Октавиана сенатор туса хунă. Консулсем тата Октавиан Антоние хирĕç тухнă.

Ака, 14 — Forum Gallorum патĕнче Гай Вибий Панса Цетрониан çарпуçĕн республикан çарĕсем Марк Антонин легионĕсемпе çапăçнă, юлашки выляса янă.

Пĕрремĕш çапăçура Панса суранланнă. Мутина патĕнче Антоние аркатнă, анчах та Гирцие те вĕлернĕ, Панса кĕçех вилет. Çарăн юлашкисемпе Антоний Нарбон Галлине куçнă.

Римре сенат Децим Брутпа Лепида çар панă. Октавиан сенатран триумфа ыйтнă, анчах та тивĕçеймен. Октавиан 3 легионлă Вентидие Альпа леш енне Антоний патне иртерсе янă. Октавиан Цицерона консул тивĕçне илме сĕннĕ. Цицерон Октавиан майла калаçма тытăннă, анчах та сенат Октавиана тиумф паман. Лепид 7 легионпа Антоний енне куçнă. Октавиан сенатран консул тивĕçне ыйтнă, сенат паман, Октавиан Рим çине 8 легиона янă та хулана йышăннă.

çурла, 19 — Рим консулĕсем: Октавиан тата унăн куккăшĕ Квинт Педий. Вăл Цезаре вĕлерекенсене хирĕçле проскрипцисене кĕртнĕ. Авăн — Сенат Антонипе Лепида хирĕçле йăшăнусене пăрахăçланă. Виççĕшĕ енне Азиний 2 легионпа, Планк 3 легионпа куçнă, Децим Брутăн 10 легионĕ те куçнă. Брута ярса илнĕ те вĕлернĕ.

Клеопатра тăваттă легиона Долабеллăна пулăшма янă. Кассий Смирна патĕнче Долабеллăна çапса аркатнă. Легат Гай Требоний, республикан, çапăçура пуçне хунă. Кассие Кипр енпуçĕ Серапион пулăшнă. Брут тата Кассий 20 легиона çар пуçтараççĕ. Секст Помпей, пысăк флочĕпе Сицили ярса илнĕ те триумвирсене хирĕç кĕрешӳ пуçланă.

Юпа — Антоний, Октавиан тата Лепид Бонони патĕнче тĕл пулнă. Вĕсене триумвир ячĕсене панă (27.11.43 - 31.12.38). Çулталăк вĕçленичченех Октавиан вырăнне консул пулма Вентидий тивĕçнĕ. Антоний Галлие, Лепид — Испание, Октавиан — Африкăна, Сардиние тата Сицилие илнĕ. Кăларнă проскрипципе 300 сенаторпа 2000 юланута айăпланă. Италири 18 хулана çара вырнаçтарнă. Пурăнан халăх çине йывăр куланай хунă.

раштав, 7 — Цицерона вĕлернĕ.

Лугдунум (Лион) рим колонине йĕркеленĕ.

Иудейре Антипатра вĕлернĕ.

Çуралнă

тӳрлет

Вилнĕ

тӳрлет