П. эрч. 309
Çулталăк
Пулнисем
тӳрлет- 309 — Римре «Диктатор çулталăкĕ» (фастам). Диктатор: Луций Папирий Курсор[1][2]; юланутçăсен çарпуçĕ: Гай Юний Бубульк Брут[3]; проконсул: Квинт Фабий Максим Руллиан[4][5][6].
- 309 — Логула патĕнче диктатор çарĕсем çĕнтернĕ. Л. Папирий самнитсене (вĕсен «ылтăн» тата «кĕмĕл» çарĕсене) хытă çапса çĕмĕрнĕ. Л. Папирий диктаторăн триумфĕ. Самнитсем лăпкăлăха тума сĕннĕ, анчах та тивĕçтерӳсем пирки калаçса татăлайман. Кв. Фабий этрусксене Перузий патĕнче çĕнтернĕ. Рим çумне Этрурири Перузие кĕртнĕ. Кв. Фабийĕн триумфĕ.
- 309/308 — Афина архонт-эпонимĕ Деметрий.
- 309 — Клеомен II вилнĕ хыççăн влаçшăн унăн Арей мăнукĕпе унăн Клеоним ывалĕ тавлашма тытăннă. Геронтсем Арея патша тенĕ, çарпуçĕ пулма Клеонима хушнă.
- 309—265 — Спарта патши, Агидсен ăратĕнчи Арей I.
- 309 — Птолемей флотпа Фасалида патне çитнĕ те хулана илнĕ. Кунтан вара вăл Ликие кайнă, Ксанф тата Кавн хуласене илнĕ. Миндран вăл Грецие çитнĕ, Истмăра аннă Сикиона тата Коринфа ярса илнĕ, унта хăйĕн гарнизонĕсене хăварнă та Икĕпата таврăннă.
- Боспор патшалăхĕн астулне Евмел, чи кĕçĕн шăллĕ, йышăннă (п. эрч. 304 çулчен ларнă).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Papirii // Реальный словарь классических древностей / авт.-сост. Ф. Любкер ; Под редакцией членов Общества классической филологии и педагогики Ф. Гельбке, Л. Георгиевского, Ф. Зелинского, В. Канского, М. Куторги и П. Никитина. — СПб., 1885.;
- ^ F. Münzer. Papirius 52 // Paulys Realencyclopädie der classischen Altertumswissenschaft (RE). — 1942. — Bd. XVIII, 3. — Kol. 1039—1051;
- ^ F. Münzer. Iunius 62 // RE. — 1942. — Bd. X, 1. — Kol. 1027—1030;
- ^ F. Münzer. Fabius 114 // RE. — 1942. — Bd. VI, 2. — Kol. 1800—1811;
- ^ Тит Ливий. История Рима от основания Города. — М., 1989—93. — Т. I — Стр. 447—448;
- ^ T. R. Sh. Broughton. The Magistrates of The Roman Republic. — New York, 1951. — Vol. I — Pp. 163—164.
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |