П. эрч. 291
Çулталăк
Пулнисем
тӳрлет- 291 — Консулсем: Луций Постумий Мегелл (3-мĕш хутчен) (патриций) тата Гай Юний Брут Бубульк (плебей).
- 291 — Лисимах одриссемпе вăрçă пуçланă, кайран Тăнай урлă каçнă, гетсене хирĕç кайнă, тыткăна лекнĕ. Гетсен патши Дромихет ăна ыррăн кĕтсе илнĕ.
- 291 — Деметрий Фракие харçăпа тухнă[1]. Беотийсем каллех унтан уйрăлнă. Лисимаха ирĕке кăларнă. Деметрий каялла тавăрнă. Унăн ывăлĕ Антигон беотисене çапса çĕмĕрнĕ, Фивăна хупăрланă. Лисимах вара Деметрийпе лăпкăлăх тума килĕшнĕ, Антипатр I çинче пулнă Македони пайне ăна панă. Пирр Фессалие тустарнă хыççăн Фермопил патне çитнĕ. Деметрий Фессалире пысăк вăйсем янă, хăй вара Фивăна хупăрласа тăнă хыççăн хулана илнĕ.
- III ĕмĕрĕн пуçламăшĕ — Иллири патшалăхĕ никĕсленнĕ, тĕп хули — Скодра.
- III ĕмĕрĕн пуçламăшĕ — Александрире мусейон тата библиотека никĕсне хывнă.
- III ĕмĕрĕн пуçламăшĕ — Ли Му, Чжао çарпуçĕ, хунсемпе хӳтĕленсе çапăçнă. Ван ăна хĕсметрен кăларса янă. Ăна улăштараканĕ хунсем çине тапăннă, унăн çарне аркатнă. Каллех Ли Му — çарпуçĕ. Вăл шаньюй унăн вăрçма лайăх вĕреннĕ çарĕ çине тапăннă. Хунсене çапса çĕмĕрнĕ. Даньлянь йăхне пĕтернĕ, дунху йăхне аркатнă, линьху йăхĕ парăннă.
Çуралнă
тӳрлетВилнĕ
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаҫӑсем
тӳрлет
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |
- ^ Плутарх. Сравнительные жизнеописания. Деметрий.. ancientrome.ru. Тĕрĕсленĕ 20 Ака уйӑхӗн 2019.