П. эрч. 132
Çулталăк
Пулнисем
тӳрлетРим республики
тӳрлет- Консулсем: Публий Попиллий Ленат тата Публий Рупилий (икĕ плебей); монета триумвирĕсем: Марк Абурий Гемин, Марк Фабриний[1][2] тата Публий Мений Анциат.
- Икĕ консул ертсе пынипе Римре Гракх майлисене хĕстерме тытăнаççĕ. Гракх тусĕ Гай Блоссий Аристоник патне Пергама тарать.
- Сципион Назикăна Сенат Азие янă, официаллă — провинцие туса хума, фактъенчен — Гракха вĕлернĕшĕн популярсем вĕлересрен.
- Рупилий консул Тавромение тата Эннăна ярса илет те Сицилире чурасен пăлхавне пусарать, çакăн чухне 20000 ытла çынна айăпласа вĕлернĕ.
Ази
тӳрлет- Антиох VII патша Иудейĕне тапăнса кĕнĕ. Вăл çĕршыва тустарнă, Иерусалимре Гиркан пĕрремĕш сăваплăхçăна хупăрланă. Гиркан парăннă, 500 талант парăм тӳленĕ.
- Месопотамин анăç пайĕнче, Селевкидсен патшалăхĕнчен татăлса, Осроена патшалăхне туса хунă.
- Александрире Клеопатра II хăйĕн упăшкине (тăван пиччĕшне) Птолемей VIII Фискона хирĕçле пăлхав çĕклет. Фискон Кипр çине Клеопатра II çуратнă ывăлĕпе тата Клеопатра III арăмĕпе тарать.
Китай
тӳрлет- Хуанхэ çинче пĕвелени шыв татса кайнă.
Çуралнă
тӳрлет- Митридат VI Евпатор (п. эрч. 63 çулта вилнĕ), понта патши (п. эрч. 113—63 çç.);
- 132, тĕлн.[3]. — Луций Аппулей Сатурнин (п. эрч. 100 çулта вилнĕ), виçĕ хутчен Авалхи Римре халăх трибунĕ тата ашшĕ, п. эрч. 58 çулта Македони пропреторĕ пулнăскер[3].
Вилнĕ
тӳрлет- Евн — Сицилири чурасен пăлхавĕн ертӳçи;
- Публий Корнелий Сципион Назика — Тиберий Гракха вĕлерме йĕркелекенĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Münzer F. M. Fabrinius // Paulys Realencyclopädie der classischen Altertumswissenschaft (RE). — 1909. — Bd. VI, 2. — Sp. 1943;
- ^ Crawford M. The Roman Republican Coinage. — London: Cambridge University Press, 1974. — Vol. I — Ref. 251;
- ^ 1 тата 2 Sumner G. Orators in Cicero's Brutus: prosopography and chronology. — Toronto: University of Toronto Press, 1973. — 201 ps. — P. 120. — ISBN 9780802052810.
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |