Пуянлăх
Пуянлăх — çынăн е пĕрлĕхĕн пурлӑх-хаклăхĕ (укçа, ĕç тумалли хатĕрсем, пӳрт-çуртлăх е харпăр пурлăхĕ) пурăнмашкăн ытлашшипех пулни[1].
Пуянлăх шутне сывлăха сыхлассине, пĕлӳ илнине тата культурăна çывăх пулнине те кĕртме пулать. Пуян çын тесе социологи пĕрлĕхри ытти пайташсенчен чылайрах хаклăхсене тытса тăракана палăртать. Экономикăра пуянлăха çак вăхăтра активсемпе пассивсем хушшинчи уйрăмлăха палăртаççĕ. Тĕн философийĕ енчен пăхсан — хакалпа мораль пахалăхĕсен пуянлăхĕ пулать. Антонимĕ — чухăнлăх. Акăлчанла, материаллă тата финансăллă хаклăхсене тытнипе, пуянлăха Wealth (синоним — ырлă тăрăм теççĕ[2]), пĕрлĕхри ытти пайташсенчен çав тери пуян пулнине Richness теççĕ. Ыттисенчен питĕ пуян çĕршывсем аталаннисем пулаççĕ.
Экономика енчен пуянлаха тĕпчени
тӳрлетПуянлăха чи лайăх мелсемпе тупăшлас ыйтăва классика шкулĕн экономисчĕсем тĕпчеме тытăннă. Адам Смит капиталăн тата ăна ӳстерес майсен çутçанталăкĕн теорине тунă. Давид Рикардо вара Смит сăнанисене çĕр ренти тата тĕнчери суту-илӳвĕн хăйне евĕр теорисемпе аталантарнă. Пурăнан халăх хăвăрт ӳссе пыни çĕршыври пуянлăхшăн пысăк хăрушлăх пулнине пĕрремĕш Томас Мальтус кăтартнă.
Джон Стюарт Милль унченхи ăсчахсен теорисене тарăнлатнă, экономикăна ӳсмешкĕн, çынсен тата пĕрлĕхĕн пуянлăхне пысăклатмашкăн ирĕклĕ пасар кирлине ăнлантарса панă.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Компаниец В.В., д. э. н., профессор О СУЩНОСТИ, МЕХАНИЗМЕ И ЦЕННОСТНЫХ ОСНОВАХ ВИРТУАЛЬНОЙ МИРОВОЙ ЭКОНОМИКИ.
- ^ Миллиардерсем пуяççĕ, Раççей чухса пырать, Газета РБК. Тĕрĕсленĕ 21 Авӑн уйӑхӗн 2017. «Россия, равно как и большинство стран Восточной Европы, Китай, Бразилия, Мексика и Индонезия, вошла в группу государств со средним уровнем личного благосостояния в $5–25 тыс. на человека. Беднее — страны Центральной Африки и Средней Азии, Индия, Бангладеш, Камбоджа, а также Белоруссия, Молдавия и Украина. Здесь уровень личного благосостояния не превышает $5 тыс. на человека.»
Литература
тӳрлет- Бронзов А. А. Богатство и бедность (с их нравственной стороны) // Православная Богословская Энциклопедия. — СПб.: Издание Петроград. Приложение к духовному журналу «Странник», 1901. — Т. 2.
- Чупров А. И. Богатство // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Ку экономикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |