Ĕпхӳ районĕ (пушк. Өфө районы, выр. Уфимский район Башкортостана) — Пушкăрт Республикин тĕп хули çумĕнчи районĕ.

Ĕпхӳ районĕ
Өфө районы
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Пушкăртстан
Администраци центрĕ Ĕпхӳ хула
Йĕркеленĕ вăхăт 1930
Район администрацин пуçлăхĕ Вилорий Угаров[1]
Официаллă чĕлхе пушкăрт, вырăс
Лаптăк 1598,77[2] çм² (51-мĕш вырăн)
Ĕпхӳ районĕ карттă çинче
Ĕпхӳ районĕ, карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ MSK+2 (UTC+5)
Телефон кочĕ +7 347
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Географи тӳрлет

Ĕпхӳ районне 1930 çулта йĕркеленĕ. Район тĕпĕ — Ĕпхӳ. Пĕтĕм лаптăкĕ — 1513 тв. çм.

Пурăнан халăх тӳрлет

 
Этническая карта Уфы и Уфимского района

Наци йышĕ

Пĕтĕм Раççейре 2010 çулта халăха çырнипе: вырăссем — 45,2 %, тутарсем — 33,9 %, пушкăртсем — 14 %, чăвашсем — 2 %, украинсем — 1,2 %, урăх наци çыннисем — 1,6 %[3].

Хуçалăх ĕçĕсем тӳрлет

Ялхуçалăх çĕрĕсен лапăкĕ — 68,5%. Ĕпхӳ районĕн хуçалăхĕсенче пахча-çимĕç, сĕт-çу, аш-какай, çăмарта туса кăлараççĕ. Кунта 9 патшалăх тата муниципаллă ялхуçалăх предприятисем, 2 чăх фабрики, 2 агрофирма, вĕренмелле-пăхмалла хуçалăх «Миловское», пăхмалла хуçалăх «Уфимское», агрохуçалăх «Энергетик», 58 хресчен фермер хуçалăхĕсем. Районра 700 яхăн хуçалăх. Пысăккисем: совхоз «Алексеевский», совхоз-завод «Дмитриевский», совхоз «Шемяк», чăх фабрики «Башкирская» и «Уфимская».

Çутĕç, культура тӳрлет

Районра 40 анлăпĕлӳ шкул, Юматоври аграри техникумĕ, Михайловри професси училищи.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ тӳрлет

Район шутне 90 хуласем-ялсем кĕреççĕ. Пысăккисем: Авдон, Дмитриевка, Михайловка, Алексеевка, Булгаково.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Глава района – Вилорий Угаров
  2. ^ Республика Башкортостан. Общая площадь земель муниципального образования
  3. ^ Итоги Всероссийской переписи населения по Республике Башкортостан (pdf). Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Республике Башкортостан. çăлкуçран архивланă 9 Пуш уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 5 Пуш уйӑхӗн 2013.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет